29 марта 2016 г.
Тарла-тарла ĕç тунă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлевĕ те тахçанах иртнĕ. Унтанпа темиçе ăру та вăрçă çинчен илтсе, фильмсем курса çитĕн- се çын пулчĕ. Çулсем иртнĕçем вăрçă суранĕсем те сипленсе, хăйсен йĕрне тикĕслерĕç. Арканнă, юхăннă хуласемпе ялсем тахçанах хăйсен сăнне таврăнчĕç.
Кăçал вăрçă вĕçленнĕренпе 71 çул çитнине паллă тăватпăр. Тỹрремĕнех унта хутшăннă çынсен шучĕ ялсенче пĕрре е иккĕ, е пачах та çук. Çапах та çĕнтерĕве çывхартма, тăшмана тĕп тума тыл ĕçченĕсен пулăшăвĕсĕр ниепле те май пулман. Вĕсем вара хальлĕхе ялсенче пур. Вăрçă пуçланнă чухне 10-15 çулта пулнă ачасем паян тăхăр теçеткенелле çывхарса пыраççĕ. Паян эпĕ сире вĕсенчен пĕринпе _ Николай Михайлович Беззубовпа _ паллаштарасшăн. Вăрçă пуçланнă çул 12 çулхи арçын ача пулнă вăл. Шăпах та çав вăхăтра çамрăксемпе хĕрарăмсен яваплăхĕ çине тăрса юлнă ун чухнехи тыл пурнăçĕ. Йывăрпа аса илет пулсан та паянхи пекех астăвать иртнине ветеран.
"Эпĕ 1929 çулта Анат Туçа ялĕнче çуралнă, _ çапла пуçларĕ аса илĕвне Николай Михайлович. _ Шăпах вăл вăхăтра ялсенче колхозсем йĕркеленнĕ. Пирĕн атте унта чи малтан кĕрекенсен шутĕнче пулнă. Вăл ялти пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр ти- мĕрçĕ шутланнă. Анчах 1933 çулта сасартăк вилнĕ. Анне 5 ачапа пĕччен тăрса юлнă. Аслă аппа, эпĕ, ыттисем манран кĕçĕнрех. Ах, ытла та йывăрччĕ ун чухнехи пурнăç. Астăватăп, çимелли çук, анне типĕтнĕ курăк авăртатчĕ те крахмал хушатчĕ. Выçăпах пулĕ кашни çул пĕр ача вилсе пычĕ. Эпĕ темĕнле чĕрĕ тăркаласа юлнă, пĕлместĕп. Пурăнас кунăм пулнă пуль. Анне йывăр пурнăçа чăтаймасăр тепре качча тухрĕ. 2 ача çуратрĕ. Толя шăллăм Волгоградра, Нина йăмăк ялта пурăнаççĕ.
Иккĕмĕш аттене вăрçăн пуçламăш кунĕсенчех унта илсе кайрĕç. Мускава хỹтĕленĕ çĕрте пуçне хуни çинчен хут килнĕччĕ. Шкултан кĕçĕн класран вĕренсе тухни çинчен экзамен тытса пĕтернĕ вăхăтра пуçланчĕ вăрçă. Урăх вĕренесси пулмарĕ. Вăйпитти арçынсене, вĕсемпе пĕрле лашасене те илсе кайрĕç вăрçа. Пире вăкăрсене кỹлме вĕрентме хушрĕç. Мĕн кăна туман-ши вăкăрсемпе! Ака та тунă, çĕмелсемпе суратсене йĕтем çине турттарнă. Çапнă тырра Пăва хулине леçнĕ. Хĕлле вăрмантан вутă турттарнă. Мĕскĕн вăкăрĕсем ывăнатчĕç пуль те çурма çултах çул çине выртатчĕç. Час тăмастчĕç, тăратма май та çукчĕ. Вăкăр умĕнче кăшкăрса йĕнисем те пулнă. Хĕллехи кун вăрман варринче шăнса хытаттăмăр. Çири тумтир те йĕркеллĕ пулман вĕт ун чухне.
Вăрçă пĕтес умĕн колхозра юлнă начар лашасем хăмланă тихасем ỹсе пуçларĕç. Вĕсене кỹлме тытăнтăмăр вара. Аманнă салтаксем вăрçăран таврăнчĕç. Колхоза жнейка, МТСран урапаллă тракторпа МКА-1100 молотилка ярса пачĕç. Алă-ура çăмăллансах кайрĕ. Кỹршĕри Алманчă, Упи ялĕсем хăйсен çĕрне акса ĕлкĕрейместчĕç. Пирĕн колхоз акатчĕ. Тырă ĕл- кĕрсен вĕсен уйĕнчен килмен эпир. Хиртех шăналăкран хỹшĕ тăваттăмăр. 2-3 сехет çывăрса илеттĕмĕр те ĕçе вĕçлес тесе тăрăшаттăмăр. Апачĕ те çителĕклĕ пулман. Çăнăх ярса юрнă яшкапа та нумай пурăннă. Мĕнле чăтнă-ши халăх?
Вăрçă хыççăн колхоз 22 лаша вăйлĕ икĕ двигатель туянчĕ. "Нефтянка" тетчĕç ăна. Пĕринпе яла çутă паратчĕç, тепĕрне йĕтем çине молотилка çавăрттарма вырнаçтарчĕç. Пĕринпе ĕçлеме мана шанчĕç. Салтак çулĕсем çитсе пыраççĕ. Двигательсемпе ĕçлеме пĕлекенсем ялта çук. Колхоз председателĕ М. Долгов военкомата кайса хут тутарса килчĕ. Хăтарчĕç мана çар службинчен. Йĕтем çинчипе те, электростанцинчи двигательпе те ĕçлеме тиврĕ. Майĕпен тата пысăкрах лаша вăйлисене туянчĕ колхоз. Мана шанса пачĕç. Паллах, пĕччен мар. А. Торговцев, С. Торговцев, Г. Жеребцов юлташсемпе пĕрле ĕçленĕ.
Колхозра кантăр ỹстеретчĕç. Ĕçĕ питĕ йывăр пулсан та, çак культура колхоза аван тупăш паратчĕ. Каярахпа хуçалăха кантăр тыллакан, сỹс тăвакан техника илсе килчĕç. Колхоз специалисчĕсем ĕç опытне вĕренме Пенза облаçне кайса килнĕ хыççăн хуçалăхра севок акма тытăнчĕç...
Тĕрĕссипе, ял хуçалăхĕнчи ĕç-пуçа çăмăллатма мĕн çĕнни пур _ пурне те пирĕн колхозра усă курма тăрăшнă. Пĕрремĕш хут ĕне сăвакан аппарата, сварка тумалли машинăна, тырă типĕт- мелли комплекса хута янине паянхи пекех астăватăп. Ял ĕçченĕ-сем те тăрăшса ĕçленĕ. Мана та темиçе хутчен, "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ята та, медальсем те парса чыс тунă".
х х х
Материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра статья геройĕ, Н. Беззубов, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнине пĕлтерчĕç.
В. ЯКОВЛЕВА. Вăтаел ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)