Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ятне йывăçсем манма памаççĕ

22 марта 2016 г.

Анат Туçана пырса кĕнĕ чух аслă çулăн икĕ айккипе ỹсекен çỹллĕ тирексене асăрхатăн. Ял хирĕсене тăваткалсем çине пайласа тухнă вăрман тăрă- хĕсене курсан çакнашкал шухăш пырса кĕрет: "Пирĕн тăрăха йывăçсем ăçтан килсе ларнă-ши?"

Пархатарлă ĕçе пуçласа ертсе пынă çын паллă пахчаçă, сад ăсти А. Кошкин пулнă. Кăçал Аркадий Леонтьевич çуралнăранпа мартăн 2-мĕшĕнче 105 çул çитрĕ. Вăл хресчен çемйинче çуралнă. Çамрăклах çĕр ĕçченĕн çăмăл мар ĕçне кỹлĕннĕ. "Çăлтăр" хуçалăхăн малтанхи пайташĕсенчен пĕри пулнă.

Аркадий Леонтьевич тĕрлĕ ĕçпе кăсăкланнă. Патăрьелĕн- че уçăлнă ял хуçалăх шкулĕн-че вĕренсе хурт-хăмăр ăстин пĕлĕвне пуянлатнă. 1934 çулта ăна пахча-çимĕç ĕçченĕсен ертỹçи пулма шаннă. Çакăнта вара бригада палăрмаллах çитĕнỹсем тăвать. 1940 çулта "Красный Октябрь" район хаçачĕ унăн ĕçĕсене çутатса "Районти малта пыракан пахча-çимĕç ăсти" хайлав та çырса кăларнă.

1935-1936 çулсенче Чкаловски районĕпе пурĕ 29 гектар пахча-çимĕç туса илнĕ пулсан, "Çăлтăр" хуçалăхра вара çак лаптăк 8,4 гектар йышăннă. Хăярпа купăста, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, арбуз çитĕнтернĕ. Пылак çимĕç калăпăшĕпе те, тутăлăхĕпе те кăнтăртинчен пĕрре те уйрăлса тăман. Хуçалăх валли те, халăха сутма та сухан, кишĕр, купăста, сухан вăрлăхĕсене çителĕклĕ туса илнĕ. Пăла юхан шывĕнчен витресемпе шыв кăлармалли хатĕр тунă. Çавăнпа усă курса çĕртен купаланă валак тăрăх пахча-çимĕç шăварма 50000 витре таран шыв юхтарнă. Хуçалăх çитĕнтернĕ тухăçа сутса çулсерен 20000 тенкĕ тупăш илнĕ. 1940 çулта ăна 40000 тенке çитерме палăртнă. Ĕçченсен тăрăшулăхне тивĕçлипе хакланă. Аркадий Леонтьевич Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх выставкине кайма тивĕçлĕ пулнă. Кун çинчен свидетельство та çирĕплетет. Унта хăяр тухăçĕ гектартан 331,5 центнер тухни çинчен çырнă.

Ĕмĕтсем, ĕмĕтсем... Малашлăхшăн ĕмĕтленсе вăя пухса талпăнса ĕçлессине Тă- ван çĕршывăн Аслă вăрçи тат-нă. Вăйпитти арçынсем пĕрин хыççăн тепри алла хĕç пăшал тытнă. Аркадий Леонтьевича 1941 çулхи июнь уйăхĕнче "Çăлтăр" хуçалăх ертỹçи пулма суйлаççĕ. 1942 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче (хăй çуралнă кун) вăрçа тухса каять. Мăшăрĕ 5 ачапа юлать.

Вăрçа А. Кошкин Хĕрлĕ Ялавлă 51-мĕш Гварди дивизин 158-мĕш полкăн йышĕнче кĕрет. Сталинград хулине хỹтĕле- ме паттăрла хутшăнать. Çак çапăçусенче ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденне параççĕ. "За боевые заслуги" медале тивĕçет. Орел, Белгород, Украина хулисене хăтаракан çапăçусене хутшăнать. 1945 çулхи августра яла таврăнать. Каллех хăйĕн юратнă сад ĕçне кỹлĕнет.

"Çăлтăр" хуçалăх ĕçченĕсем колхоза "Гвардеец" ят параççĕ. Ертỹçĕ пулма фронт-ран таврăннă М. Долгова суйлаççĕ. Хуçалăх экономикине çĕнĕрен тĕреклетме шутлаççĕ. Çакăнта пахча-çимĕçрен, сад-ран кĕнĕ тупăш самаях пулăшнине шута хураççĕ. Çавна май пахча-çимĕç лаптăкне чылай ỹстерме, çĕнĕ сад чĕртме палăртаççĕ. Кунти ĕçе йĕркелесе пыма А. Кошкина шанаççĕ.

Вăрçă хыççăн ял хуçалăхне малалла аталантарас, çĕр пахалăхне сыхласа хăварас, çут çанталăка лайăхлатас тĕллев- пе вăрман тăрăхĕсем лартса ỹстерес юхăм çĕршывĕпех анлăн сарăлать. Çакна патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем те тимлĕн тĕрĕслесе тăраççĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе те М. Долгов А. Кошкин юлташах ертсе пыма сĕнет.

Садсем ĕрчетме, вăрман тăрăхĕсене лартма нумай-нумай çамрăк хунав кирлĕ. Вĕсене çителĕклĕ ỹстерме хуçалăхра улма-çырла питомникĕ йĕркелеççĕ. Унта тополь, хурама, вĕрене, хурăн тата ытти йывăçсен хунавĕсене пиншер тĕп ỹстерме пуçлаççĕ. Ялти халăх вăйĕпе хуçалăх уй-хирĕ-сенче, çул хĕррисенче вăрман тăрăхĕсем лартаççĕ. Çак ырă ĕçре ялти шкулта вĕренекенсен тỹпи те пысăк. Çавăн чухнехи йывăçсем халĕ те çынсене савăнтарса кашласа лараççĕ.

Çав вăхăтрах хуçалăхра виçĕ пысăк лаптăк уйăрса сад никĕс- лесе хăвараççĕ. Унта панулми, чие йывăççисем çеç мар, хурлăхан, хăмла çырли, çĕр çырли, хура пилеш лаптăкĕсем те ешерме пуçлаççĕ.

Питомникре тĕрлĕ панулми сорчĕсене сыпса, çырла тĕмĕсене çĕнĕрен лартма хунавсем çитĕнтереççĕ. Вĕсене таврари хуçалăхсене, уйрăм çынсене сутса чылаях хушма таса тупăш кĕртеççĕ.

"Гвардеец" хуçалăх тĕрлĕ енлĕ аталанма пуçлать. Уй-хирте тĕштырă, витесенче ăратлă выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк çитĕнтереççĕ. "Чĕрĕ укçа" кĕртес тĕллевпе хуçалăх Патăрьелĕнче лавкка уçать. Унта аш-какайпа сĕт-çусăр пуçне улма-çырла, хăяр-помидор, купăстапа кишĕртен пуçласа арбузпа дыня таранах сутма пуçлаççĕ...

1954 çулта А. Кошкин Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх выставкине кайма тивĕçлĕ пулать. Ăна унта ылтăн медаль параççĕ. Выставкăран пысăк хавхаланупа, çĕнĕ ĕмĕтсемпе таврăнать. Çĕршыври малта пыракан пахчаçăсемпе тĕл пулса пĕлĕвне пуянлатать. Анчах Аркадий Леонтьевичăн пархатарлă ĕçĕсене пурнăçлама тỹр килмест. Йывăр чире пула 44 çул тултарсан пурнăçран уйрăлать.

Çыннăн хăй пурнăçĕнче йывăç лартмалла, çурт тумалла, ывăл ỹстермелле, тенĕ. А. Кошкин çаксене пурне те пурнăçланă. 6 ачи çĕршыва юрăхлă çынсем пулчĕç. Тая хĕрĕ яланах сад ĕçĕнче тăрăшрĕ. Георгий ывăлĕ ашшĕн çулне суйласа илчĕ, нумай çул хуçалăхăн тĕп агрономĕнче ĕçлесе "Чă-ваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" ята тивĕçрĕ. Владимир халăха вĕрентес ĕçре тăрăшрĕ.

Паллă сад ăсти, пахчаçă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ветеранĕ А. Кошкин лартса хăварнă йывăçсем халĕ те тăван таврана унăн чĕрĕ палăкĕ пек пулса вăрман пек кашласа илем кỹрсе лараççĕ. Çулсем иртеççĕ пулсан та Аркадий Леонтьевичăн пархатарлă ĕçĕсем халăх асĕнче упранаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика