Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЛЕША, ЭСĕ ПИРĕН АСРАХ

18 марта 2016 г.

"Ыр çын вилет, ят юлать", çапла каланă ĕлĕк ватăсем. Çак каларăша Кивĕ Ахпỹрт хастарĕ-сем асра тытаççĕ. А. Антипов ячĕпе волейбол турнирĕ ирттерни те çакнах çирĕплетет.

Алексей Николаевич йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Саккăрăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Леша вара ачаранах спортпа туслăччĕ. Утса мар, чупса çỹ-ретчĕ. Уйрăмах çăмăл атлетикăпа, волейболпа, футболпа туслăччĕ.

Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн А. Антипов Шупашкарти энерготехникумра ăс пухрĕ. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăнсан куçăмсăр майпа тĕп хулари педагогика институтĕнче вĕренчĕ.

Яла таврăнсан пĕр хушă сысна самăртакан комплексра энергетикра, ирĕклĕ "Урожай" спорт обществинче вăй хучĕ. Унтан Каншелĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулта физкультура учителĕнче ĕçлерĕ. Авлансан Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищине куçрĕ...

Алексей Николаевич общест- вăлла ĕçсенче те пысăк активлăх кăтартатчĕ. Техникумри, ялти художествăлла пултарулăх коллективĕсенче те хастарлăхпа палăрса тăратчĕ. Кăмăлĕ уçăччĕ, лайăх юрлатчĕ, çынна пулăшма яланах хатĕрччĕ.

Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, чире пула пурнăçран ир уйрăлчĕ. Унăн ятне асра тытас тĕлĕшпе йĕркелерĕç те волейбол турнирне.

Ялти шкул директорĕ А. Логунов, Алексейпа пĕр тăванĕсем: Николай, Владимир, Юрий, Галина тата хĕрĕ Настя, пĕрле вĕреннĕ В. Белков, Е. Долговпа В. Сеприханов çывăх юлта- шĕсем, Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче пĕрле ĕçленĕ Н. Чинкин преподаватель тухса калаçрĕç.

Турнир çивĕч иртрĕ. А. Антипов ячĕллĕ кубока Калинин урамĕн команди çĕнсе илчĕ.

Ăмăртăва хутшăннисене Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев саламларĕ.

В. АЛЕКСЕЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика