Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арăмĕпе упăшки _ çỹпçипе хупăлчи

18 марта 2016 г.

Кăçал Кивĕ Ахпỹртри Александра Игнатьевнăпа Геннадий Егоровичăн паллă юбилей. Еливановсем иккĕшĕ пĕр сукмакпа алла-аллăн çавтăнса утма тытăннăранпа 55 çул пулать. Юбилее чыслăн паллă тума вĕсем чăннипех те тивĕç. Иккĕшĕ те ĕçре те, ялта та чыс-хисеп çĕнсе илнĕ.

_ Ял çыннисен хисепĕ, ачасемпе мăнуксен юратăвĕ пирĕн- шĕн темрен те паха. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пултăрччĕ,_ теççĕ сăпайлăн ватăсем.

Шăпах çакăн пек ăшпиллĕ çынсем пуртан çут тĕнче илемлĕ çав ĕнтĕ.

Паянхи кун та астăваççĕ-ха ялти инкесемпе аппасем хăйсен мăшăрĕсене, каччисене вăрçа ăсатнине. Куллен вуншар арçын хăйсен тăванĕсемпе, ял-йышпа сыв пуллашатчĕ, инçетри хăрушă вут-çулăм айне кĕретчĕ.

Çавăн пек кунсенчен пĕринче Егор Еливанова та повестка килсе пачĕç. Мăшăрĕ, Мария Григорьевна, васкасах салтак кутамккине пуçтарма тытăнчĕ. Киле тăванĕсем, кỹршĕ-аршă пухăнчĕç. Якур тете пуринпе те алă тытать, ăшшăн сыв пуллашать, ĕсĕклесе йĕрекен мăшăрĕпе 4 çулхи ывăлне тытса хăй çумне пăчăртать.

_ Ан йĕр, Марье. Эпир вилме каймастпăр вĕт. Ирсĕр тăшмана çĕнтеретпĕр те киле таврăнатпăр. Эсĕ Геннадий ывăлăмпа аннене лайăх пăх.

4ра ашшĕнчен юлнă Геннадий ачалăхĕпе киленеймен.

Вăрçă ваттине те, вĕттине те асапне чылай кăтартнă. Егор Константинович Сталинград патĕнчи хĕрỹ çапăçусенче пуçне хунă. Арçын çук килте мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе ачасем, ватăсем çине тиенет. Еливановсен те çаплах пулнă. Геннадий амăшне, Мария Григорьевнăна, окоп чавма та, вăрман касма та, çул тума чул кăларма та янă. Ывăлне пăянамăшĕ, Вера Петровна, пăхнă. Пĕчĕкскер, асламăшне яланах итленĕ, пулăшма тăрăшнă. "Вăрçă ачисем" ỹсĕмне кура мар ăслă, сисĕмлĕ пулнă, ăна-кăна хăвăрт ăнланнă. Пурнăç шкулĕ витĕр тухнă Геннадин пĕлỹ çуртĕнчен улттăмĕш класранах уйрăлма тивнĕ.

14 çитсен Гена Алексей Быков, Михаил Плешков трактористсемпе плугарьте, прицепщикра ĕçленĕ. Кайран тракторист пулнă. 35 çул пĕр улшăнмасăр вăй хунă хурçă "утпа".

Çулсем шултралансан, тивĕçлĕ канăва тухсан, лаша туртмалли хатĕрсене юсакан, ялти культура çуртĕнче кочегарта вăй хунă.

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Геннадий Егоровича ĕçри хастарлăхшăн Мускаври халăх хуçалăх выставкине те янă. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медальне те тивĕçнĕ. Хисеп грамотисем те чылай.

Александра Игнатьевна та, ялта ăна Шура тесе чĕнеççĕ, маттур, ăшпиллĕ хĕрарăм. Козловкăри Мария Ивановнăпа Игнатий Яковлевич çемйинче çуралнăскер, çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсанах уй-хир бригадинче ĕçлеме пикеннĕ. Павлодар крайне тыр-пул пуçтарма кайнă. Унта бронза медале тивĕçнĕ. Яла килсенех сурăх фермине вырнаçнă. Елена Мышинăпа, Александра Сурковăпа, Елена Комаровăпа пĕрле ĕçленĕ. Шăпах çак вăхăтра куç хывнă та маттур хĕре кỹршĕ ял каччи Г. Еливанов. 1961 çулта вара туй кĕрлеттернĕ.

Çĕнĕ кин качча килсенех ĕне ферминче Вера Чумеринăпа пĕчĕк пăрусем пăхма тытăннă. Каярахпа ĕнесене пăрулаттарнă çĕре куçнă. Çав вăхăтрах çулла уйра сухан-севок, выльăх кăшманĕн пайĕсем çинче те ĕçленĕ. Культура çуртĕнче тирпейлỹçĕ те пулнă. Кирек ăçта та ĕçе тирпейлĕ тунипе палăрса тăнă.

Александра Игнатьевнăпа Геннадий Егорович 5 ача çуратса ỹстернĕ. Шел, хĕрĕ, Наташа, йывăр чире пула пурнăçран ир уйрăлнă. Ыттисем пурте хăйсем валли професси суйласа илнĕ. Мария _ медицина сестри, Николай _ инженер-механик, Станислав _ энергетик, Алевтина _ экономист. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ватăсен 7 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук пур.

_ Хамăр ачасене ỹстерме пăянампа асанне нумай пулăшнă. Пăянампа 40 çул, асаннепе 14 çул пурăнтăмăр. Питĕ килĕш- терсе, пĕр-пĕрне ăнланса кун-кунланă, _ ăшшăн аса илет ватăсене Александра Игнатьевна.

Еливановсен хĕрĕсемпе ывăлĕсем, мăнукĕсем тăван йăвана килсех çỹреççĕ. Вĕсене кукамăшĕ-асламăшĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйлать. Килнĕ çĕре тĕрлĕ тĕслĕ çипрен çемçе нускисем, тутăрсем, кресло çивитти- йĕсем çыхса хурать.

Аçу-аннỹне хисепле

Атте _ ыраш хăмăлĕ, анне _ унăн кăмăлĕ

Атте-анне халалĕ пин сумлăх

(Ваттисен сăмахĕсем)

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика