11 марта 2016 г.
ТĔНЧЕРЕ тĕрлĕрен кĕнчеле тенĕ евĕр, кучухнехи пурнăçра кăмăла тупма та, хăварма та пулать. Анат Туçа ялĕнче ирсерен халăхран сĕт пуçтаракан Станислав Журавлев усламçă хăйĕн "клиенчĕсемпе" çав тери кăмăллă та ырă çеç мар, вĕсене хавхалантарма та май тупать. Çĕнĕ çулта вăл кашни çемьене шампань эрех парнелесе савăнтарнăччĕ. Халĕ вара Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе аннесемпе асаннесене савăт-сапа çума усă куракан пахалăхлă порошок парнеленĕ. Парни пысăк мар пулин те ыркăмăллăх пурне те хавхалантарать.
Сăмах май каласан, çак ялта паянхи кун пĕр литр сĕте 16 тенкĕпе пуçтараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)