02 марта 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçе чунтан парăннисене халалласа 2016 çула "Ĕç çынни çулталăкĕ" тесе палăртрĕ.
Тăрăшуллă çынсем Туçа тăрăхĕнче нумайăн: вĕрентекенсем, агрономсем, йывăçран тĕрлĕ япала ăсталакансем, тĕрĕ ăстисем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, гектар-гектар пахча çимĕç çитĕн- терекенсем, тĕрлĕ техника шухăшласа кăларакансем... Иванпа Валентина Бельдековсем шăпах вĕсенчен пĕрисем. Вĕсем йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, унсăр пуçне 5 гектарта сухан-çевок туса илеççĕ. Кăçал унăн лаптăкне тата ỹстерме палăртнă. Çĕрпе ĕçлеме тата продукцие тирпейлеме тăванĕсем, ял халăхĕ пулăшать. Вăй хунăшăн тỹлеме укçи-тенки самаях кирлĕ пулин те тухăç пурри савăнтарать.
А. КУЗНЕЦОВА. Туçа
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)