25 февраля 2016 г.
"Мĕншĕн-ши этем çуркунне çитсен
Йывăç-курăк пек йăл илмест?
Чĕрĕлсе тăрса, тепре вăй пухса
Çĕнĕ пурнăçпа савнаймасть?"
Çак сăвă манăн чуна хам пĕчĕккĕ чухнех çырăнса юлнă. Ăна пирĕн ентеш Юхма Мишши хайланă. Йĕркесене ку тĕнчерен куçса кайнă тăванăмăрсене халалланă пекех туйăнать. Çапла, вĕсем текех çутă хĕвел ăшшипе савăнаймаççĕ, çут тĕнче илемĕ-пе киленеймеççĕ...
Ачасене халалланă кун, июнĕн пĕрремĕшĕнче, пытартăмăр сана, хĕрĕм. Яланлăхах вырнаçрăн хăвна валли ятарласа ăсталанă чỹречесĕр пĕчĕк "пỹрте". Шап-шурă тум тăхăнтартнăран, тупăкра выртнă чухне те вĕлтĕр- вĕлтĕр юр пĕрчине аса илтертĕн. Ытла та çамрăкла, тăхăр çултах, уйрăлса кайрăн эсĕ пиртен. Яланлăхах... Анчах кĕске ĕмĕрỹнте те пире валли аса илмелли темĕн чухлĕ хăвартăн. Шкулта тăрăшса вĕренеттĕн. Эсĕ икĕ çул анчах йăтса утнă шкул сумккинче паян та шăрçа пек почеркпа çырнă тетрадьсем, илемлĕ ỹкерчĕксем упранаççĕ. Пĕлỹ çурчĕн сцени çинче тантăшусемпе пĕр пек тумпа тухнă, хусканусем тунă самантсем куç умне ĕнер çеç пулса иртнĕн тухаççĕ. Темшĕн сăн ỹке- рĕнме юратмастăн, вĕсене пăхса чунăмăрсене хурлантарасса туйрăн-ши?
Пурăннă пулсан, хĕрĕм, эсĕ паян 22 çулти пикеччĕ. Пĕрле вĕреннĕ тантăшусенчен чылайăшĕ тĕрлĕ хулара пĕлỹ пухаççĕ. Диплом илсе ĕçе вырнаçнисем те пур. Темшĕн санăн çеç шăпу синкерлĕ пулчĕ. Эсĕ питĕ ырăччĕ, кама та пулсан кỹрентернине курсан яланах пулăшма тăрăшаттăн. Пурăннă пулсан эсĕ маншăн чи шанчăклă юлташăм тата пулăшаканăм пулăттăн. Анчах...
Ас тăватăп-ха, сана пукане туянса патăм. Курупки çине "Павлик" тесе çырнăччĕ. Эсĕ ман çине ăшшăн-ăшшăн тинкертĕн, мĕн каласса сăмахсăрах ăнлантăм. Чăнах та, сана юлташа çĕр çине шăллу килчĕ. Мĕнлерех савăнтăн эсĕ! Вăл мĕнле çỹллĕ те патвар ỹснине çеç кураймарăн. Кăçал Павлик 11-мĕш класран вĕренсе тухать. Питĕ юрататтăн ăна, алăран çавăтса çỹреттĕн. Пĕчĕкскере шкулла выляса вулама хăнăхтараттăн. Ача садне илме çỹрессине те хăвăн тивĕçỹ тесе шутлаттăн. Çапла, хĕрĕм, кашни саманта иртнĕ вăхăтпа аса илме тивет.
Синкерлĕ пулăм хыççăн пилĕк кун пурнăçпа вилĕм хушшинче кĕрешрĕн. Пĕр сăмах та каламарăн-çке... Тăвансем кашнийĕ тĕрлĕрен лăплантарчĕç. Турă хăй патне кирлĕ çынсене çеç илет имĕш, анчах эсĕ пире кунта та питĕ кирлĕччĕ вĕт-ха, хĕрĕм. Сана тăхăр уйăх варта йăтса çỹресе тăхăр çултах çухатасса сунманччĕ.
Каласа памалли ытла та нумай пуçтарăнчĕ. Эсĕ ку тĕнчерен куçса кайсан сана тунсăх ан пултăр тесе-ши, аçу, кукаçу, Юрик тетỹ пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç.
Паян манăн чуна йăпатаканни Саша шăллу пур. Вăл пĕрремĕш класра вĕренет. Сан пирки тăтăшах ыйтса пĕлет, эс çырнă тетрадьсене пăхать, санпа курнăçайманнишĕн пăшăрханать. Асаннỹ сывлăхпах тăрать. Юратнă кукамупа пĕрле Игорь куккупа инкỹ тата вĕсен виçĕ хĕрĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. Асли, Юля, 6-мĕш класра вĕренет. Йĕкĕреш йăмăкусем _ Владăпа Злата _ пилĕк çула çитрĕç. Эсĕ вĕсемпе еплерех савăнаттăнччĕ ĕнтĕ. Санран виçĕ çул аслăрах Алеша кукку иккĕмĕш пĕлỹ илме хатĕрленет. Хăвăнпа пĕр çултах кун çути курнă Никандрпа Сергей тăванусене салтака ăсатнă чухне те, Наташăпа Аля аппу туйĕсенче савăнаймарăн, хĕрĕм. Ас тăватăп-ха, сĕтел хушшине харăсах тăваттăн лараттăр: Надя аппун Никандрĕ, Валя аппун Сергейĕ, Гена тетỹн хĕрĕ Юля тата эсĕ. Сĕтел çинче пăсланакан пăтта самантрах пушататтăр.
Вăхăчĕ сисĕнмесĕр шăвать. Ытла та ир уйăрчĕ пире шăпа. Пурăннă пулсан эсĕ пире, Таня хĕрĕм, мĕн чухлĕ савăнăç парнелеттĕн. Мĕнех, чĕппĕм, йывăр тăпру çăмăл пултăр. Упрайманшăн, пурнăçлайман ĕмĕтỹсемшĕн каçар...
А. КУЗНЕЦОВА. Туса
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)