Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Звезда" хуçалăхăн çĕнĕ ертỹçĕ

18 февраля 2016 г.

Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕнче иртнĕ эрнекун, февралĕн 12-мĕшĕнче, отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Унта район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Леонид Кузнецов та хутшăннă.

Пухура хуçалăха 15 çул ертсе пынă Валерий Кузнецов çулталăка тупăшпа вĕçлени, хуçалăх кассине уйрăмах сĕтрен ытларах укçа кĕни, субсиди 1 млн та 775 пин тенкĕ пулни пирки пĕлтернĕ.

"Звезда" кооператив лайăх аталанса пыракан хуçалăх. Кунта кашни отрасле тимлĕх уйăраççĕ. Çакна тĕслĕхсемпе те çирĕплетме май пур. Ĕнесене çуллахи вăхăтра усрама хальхи пурнăç условийĕ- сене тивĕçтерекен çуллахи лагерь тунă. Хĕлле те выльăхсем умĕнчен апат татăлмасть. Çавăнпах ĕнтĕ хуçалăх районти акатуйра çулленех çĕнтерỹçĕсен шутне кĕрет.

Техника паркне те кĕме кăмăллă. Акана е вырмана тухиччен тракторсемпе комбайнсене, кăкарса çỹремелли ытти хатĕрсене яланах юсаççĕ. Çĕр ĕçченĕшĕн яваплă тапхăр пуçланичченех çунтармалли-сĕрмелли материал турттарса хураççĕ. Кооперативра ГСМ илсе килме пикеннĕ.

Валерий Кузнецов ертỹçĕ хуçалăх пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарнă хыççăн хăйне, урăх ĕçе куçнă май, çак яваплă тивĕçрен хăтарма ыйтнă. Халăх унăн кăмăлне тивĕçтернĕ, кооператив "тилхепине" Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетне пĕтернĕ, чылай çул Раççей пенси фончĕн районти уйрăмĕнче тăрăшнă Александр Торговцева шаннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Леонид Кузнецов çĕнĕ председателе саламланă май хуçалăх малашне те малтисен шутĕнче пуласса шаннине пĕлтернĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика