18 февраля 2016 г.
НАРĂСĂН 14-мĕшĕнче Туçа ял тăрăхне кĕрекен Вăтаел ялĕнче пурăнакансем хăйсен клубне пуçтарăнчĕç. Культура çурчĕ паян ял мăнаçлăхĕ мар: кивĕ, авариллĕ тесен те юрать. Çапах та кунта ĕçлекен культура ĕçченĕсен хастарлăхĕпе çакăншăн алă усса та лармаççĕ, алăк çине пысăк çăра çакса та çырлахмаççĕ. Мероприятисем те, тĕрлĕрен конкурс та, тĕл пулусем те йĕркелеççĕ... Хальхинче хăйне евĕр ăшă та кăмăллă клуба шăпах Сретени кунĕнче ял çыннисем хăйсен престол праçникне паллă тума хапăл тунă. Пысăк уяв ячĕпе хатĕрленĕ концертра ватти-вĕтти чун- чĕререн киленнĕ. Ял историйĕ, унăн аталанăвĕ, пултаруллă та хастар çыннисем пирки вара каламалли те, аса илмелли те пайтах пулнă уявра. Çак паллă кунхинех Вăтаелсем çур ĕмĕр пĕрле пурăннă Алексей Ивановичпа Елена Макаровна Ивановсене тата Виталий Афанасьевичпа Валентина Николаевна Кирилловсене ылтăн туйпа чи ăшă сăмахсемпе саламланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)