13 февраля 2016 г.
ПАТĂРЬЕЛ районĕ республикăра çеç мар, Раççейре те хăйĕн матур та ăста спортсменĕсемпе паллă. Вĕсем хушшинче çĕнĕрен те çĕнĕ ятсем хушăнсах тăраççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Алтай крайĕнчи Барнаулта хĕрсемпе каччăсем хушшинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн Раççей шайĕнчи пысăк ăмăрту иртнĕ. 37 регионти 500 спортсмен пысăк тупăшăва хутшăнни вăл çỹллĕ шайра йĕркеленнине каламасăрах ĕнентерет. Çапах та Тутар Тимеш каччи Ринат Сафин хăйĕн пултарулăхне ăста спортсменсемпе танлаштарса пăхма хăраман. Ял хуçалăх академийĕн пĕрремĕш курс студенчĕ спортăн çак енĕпе мĕн çамрăкранпах вăй-халне хăнăхтарса пынă. Тренировка çине тренировка тунин (тренерĕ хамăрăн ентеш _ тĕнче шайĕн- че палăрнă Борис Глинкин), шăла çыртса пукансене ытларах та ытларах ывăтăнтарма ăнтăлнин, тарласа пиçĕхнин усси пулнах. Тутар каччи хальхинче пурне те пысăк парне тунă: 78 килограмлă виçеллисен ушкă- нĕнче пукана икĕ тĕрлĕ ывăтăнтарса 257,5 очко пуçтарнă. Унăн кăтартăвĕ вара шăп та лăп кĕмĕл медале илме пулăшнă та!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)