Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăн эсĕ, "Авангард"!

10 февраля 2016 г.

 

"Авангард" хаçат кашни килтех кĕтнĕ хăна. Район пурнăçĕ, кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ унта тĕкĕр çинчи пек курăнса тăрать. 85 çул вăл маяк евĕр малалла утма, шухăшсене, тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме хистет. Унта пичетленекен интервьюсемпе тĕрленчĕксем, статьясемпе репортажсем кăмăла хускатса тарăн шухăша яраççĕ. Хаçатçă ĕçĕ кăткăс та, çав вăхăтрах интереслĕ те. Çакна эпĕ 40 çул ытла "Авангардра" ĕçленĕскер çирĕплетсех калама пултаратăп. Хаçат маншăн юлташ та, тăван кил те, университет та пулса тăчĕ.

1966 çулта Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пуçăнтăм ĕçе. Улттăмĕш класранпах çырса тăнăскере коллектив ăшшăн йышăнчĕ. Хаçат редакторĕ Н. Фомин, И. Марков, И. Михайлов, Ф. Комаров, В. Федоров, А. Салмин, К. Юлдашев, А. Мефодьев, В. Киданов пулăшса, хавхалантарса пыратчĕç. Çивĕч, чуна пырса тивекен статьясем çырсан мухтатчĕç. Уйрăмах районти ялсене тухса çỹрени кăмăла çĕклетчĕ. Кампа кăна курса калаçман-ши? Çырусемпе социаллă пурнăç пайĕн заведующийĕ пулнăран ĕçĕм интереслĕччĕ. Мĕн чухлĕ çыру килетчĕ. Вырăна тухса хатĕрленĕ статьясене вулакансем лайăх йышăнатчĕç. Мораль темипе, "Чунри", "Лайăх çынсем çинчен", "Санăн çыннусем çаксем, район" рубрикăпа пичетленнĕ материалсене юратса вулатчĕç. Эпĕ "Кин", "Нарспи-Сетнер", "Шăнкăрав"... страницăсене кăларассишĕн яваплăччĕ.

Ĕçлеме пуçăннă çулсенче ялсене виçшер кунлăха командировкăсене яратчĕç. Çакă ял çыннисен, колхозсен ĕçне-хĕлне анлăрах çутатма пулăшатчĕ.

Пĕррехинче редакцине Кивĕ Катек масар çуртĕнче пĕр ватă старик пурăннине пĕлтерчĕç. Хĕлле, сивĕ, çула кĕрт хỹсе лартнă. Водительпе çуран юр ашса çитрĕмĕр вырăна. Чăнах та ватă çын кунта кунне-çĕрне ирттерет. Аякран яла килнĕскерĕн çывăх тăванĕ çук. Хаçатра статья пичетленчĕ.

Çамрăклăх та, шултраланнă çулсем те кунта иртрĕç. Туслă коллективра ватлăх алăкран шакканине те сисмерĕм. Ялсене хамăр туслă йышпа концертсене çỹрени, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни, экскурсисене кайни, ытти район журналисчĕсемпе тĕл пулни асран нихăçан та тухас çук.

Паянхи кун та редакцинче анлă тавракурăмлă, пултаруллă та ĕçчен журналистсем тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне чунтан парăнни кашни номертех курăнать.

Юбилейпе саламланă май творчество ĕçĕнче çитĕнỹсем сунатăп, вулакансен йышĕ ỹссех пытăр.

В. МАЛЬЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика