16 января 2016 г.
Ĕç çынни çулталăкĕнче пурнăçа кĕртмелли тĕллевĕсем сахал мар Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул коллективĕн. Çитĕнекен ăрăва шăпах ял пурнăçĕпе çыхăнтаракан ĕçсемпе çывăхрах паллаштарма ĕмĕт тытнă кунта. Арçын ачасене сантехника вăрттăнлăхĕсене алла илме, сварщик ăсталăхне хăнăхма, кирпĕч купалама вĕрентес ĕмĕтлĕ. Хĕрачасене вара çĕвĕ ĕç- не хăнăхтараççĕ. Л. Кошкина вĕрентекен ертсе пынипе вĕсем кружок заняти- йĕсенче кухньăра апат ха- тĕрленĕ чухне усă курмалли саппунсем, çие тăхăнма халатсем, алса тулĕсем çĕлеме хăнăхаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)