Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура керменĕ ял хăнисене хапăл турĕ

16 января 2016 г.

Ял уявĕсем ирттересси йăлана кĕрсе çитрĕ. Чылайăшĕнче ăна çуллахи вăхăтра уявлаççĕ. Анат Туçасем вара хĕл сиввине пăхмасăр Сурхуринче пухăнаççĕ. Мĕн авалтан çак кун кунта престол уявне паллă тунă. Кăçал та культура керменĕ уяв хăнисемпе тулчĕ. Ял халăхĕпе пĕрле савăнма, шăкăл-шăкăл калаçса чуна уçма хулара пурăнакансем те чылай килнĕ. "Ял уявĕ - халăх уявĕ. Çакăн пек уяв ирттерни ял халăхне чăмăртанма, пĕр- пĕринпе çывăхрах пулма, ял пурнăçне хастар хутшăнма пулăшать. Паянхи хавас кăмăл малашне те пĕрле ĕçлесе çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантартăр", _ тесе пуçларĕ салам сăмахне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Туçа ял тăрăх ертỹçи Константин Углев та, район администраци пуçлăхĕн çумĕ Леонид Кузнецов та, район администрацийĕн йĕркелỹпе тĕрĕслев ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Сергей Торговцев та, "Звезда" СХПК ертỹçи Валерий Кузнецов та, ял тăрăхĕн депутачĕ Николай Перепелкин та çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере телей сунчĕç. Çĕр ĕçченĕн йывăр ĕçĕ районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Перепелкин парнине пурте хапăл туса йышăнчĕç. Вăл ял урамĕсене çутăпа тивĕçтерме укçа парса çынсен кăмăлне çĕклерĕ. .алра вара юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Музыка саламне - Петр Григорьевич Медведев тивĕçрĕ. Вăл ялти чи ватă та сумлă çын. 102 çула çитнĕ вăрçă ветеранĕ.

Çын ĕмĕрĕ вăрăм та, кĕске те. Ăна тивĕçлĕ те сăпайлă пурăнса ирттересси кирек камшăн та пысăк тивĕç. Мăшăрпа килĕштерсе пурăнасси, ача-пăча çитĕнтерсе тĕрĕс çул çине кăларасси çăмăл мар, паллах. Çамрăк чухне хĕмленнĕ юратăва çулсерен упраса, шăкăлтатса пурăнакансем чăннипех те телейлĕ. Ун пек çемьесем ялта пĕрре çеç те мар. Любовь Алексеевнăпа Михаил Михайлович Плешковсем кăçал ылтăн туйне, Антонина Михайловнăпа Николай Георгиевич Перепелкинсем çемье çавăрни 55 çул çитнине паллă тăвĕç. Николай Михайловичпа Александра Михайловна Беззубовсем тимĕр туй кĕрлеттерĕç. Вĕсем 65 çул пурнăç йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерсе пыраççĕ, савăнăçа пĕрле пайлаççĕ. Уявра кăçалхи юбилярсене (50 çултан пуçласа 90 çитиччен) саламласа хăварчĕç. Экран çинче пурин сăн ỹкерчĕкне те кăтартрĕç. Кашнин ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Çак ялта çуралса ỹснĕ эстрада çăлтăрĕ Роман Перепелкин юррисене юратса итлерĕç. Ытти юрăçсем те уява илем кỹчĕç.

Аван иртрĕ уяв. Çакăн пек савăнăçра та кулленхи пурнăç çинчен манмарĕ халăх. Аслисен ăсталăхне пулас ăрăва вĕрентсе хăварасси, ялти ырă йăла-йĕркене малашне те тытса пырасси тĕп тĕллев пулнине ял халăхĕ те, уяв хăнисем те лайăх ăнланчĕç. Кашниех хăй пултарнă таран палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме шантарчĕ. "Эпир сирĕнпе ырă-сывă пулсан, тăван кĕтес, тăван ялăм сывă пулĕ. Тăнăçлăх, телейпе ăнăçу хуçалантăр тăван ялăмăрта! Пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăнар, сапăрлăх туйăмĕсене упраса хăварар", _ тесе вĕçлерĕç уява ертсе пыракансем.

Л. ПЛАТОНОВА, библиотекарь

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика