Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккей турнирĕ

13 января 2016 г.

 Ялта А. Казачков ячĕпе йăлана кĕнĕ хоккей турнирĕ те иртрĕ. Улттăмĕш хутчен пуçтарăнчĕç тăванĕсем, юлташĕсем, спорта юратакансем Алексей Петровича хисеплесе. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсем Ю. Черновпа Е. Мартышкин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов, Николайпа Владимир Глуховсем, Николай Тинюков, Александрпа Олег Муллинсем, Юрий Елкин, Вениамин Петьков, шкул директорĕ А. Падусев тата ыттисем те чуна пырса тивекен самантсене аса илчĕç.

Алексей Петрович, Хусан патшалăх медицина институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕскер, вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больницăра педиатрта, каярахпа Шупашкарти пĕр сиплев учрежденийĕнче анестезиологра ĕçленĕскер, пурнăçран ытла та ир уйрăлчĕ.

Виçĕ команда вылярĕ хоккейла. Çĕнтерỹçĕсем парнесене тивĕçрĕç.

Хоккей коробкине хĕлĕпех хăйĕн тракторĕпе тасатса тăракан ăста хоккеист _ А. Назаров вара чĕрĕ хура тивĕçрĕ.

Биатлон ăмăртăвĕ

Кивĕ Ахпỹртри Пăла юханшывĕн илемлĕ лапамĕнче сунарçăсем биатлон ăмăртăвне ирттерчĕç. Кăçалхи тупăшу сунарçăсен старейшини Михаил Кудрявцев ячĕпе пулчĕ. Унта Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Вăрнар спортсменĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисене Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕсемпе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, республикăри çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин пай начальникĕ Н. Косулин, Европа тата тĕнче чемпионĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ, кире спорчĕн республикăри тĕп тренерĕ Б. Глинкин саламларĕç. Турнир илемне Хĕл мучипе Юр пике те кỹчĕç.

Тĕп приза _ такана _ Комсомольски районĕнчи А. Шуряшкин тивĕçрĕ. Тĕл перес енĕпе Кивĕ Ахпỹртри И. Мальцев палăрчĕ. Пневматикăлла винтовкăран персе А. Кошкина çĕнтерчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни _ И. Квасов _ 5 çулта.

Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕн ĕçченĕсем савăк юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç. М. Кудрявцев ачисемпе мăнукĕсем пурне те вĕри шỹрпепе тата чейпе ханаларĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика