31 декабря 2015 г.
Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать, теççĕ. Кирек хăш ĕç вырăнĕнче ертỹçĕ улшăнсан та çĕнĕлĕх сисĕнетех. Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкул умĕнче брусчатка сарăлчĕ, çурт хысакĕ хурăнчĕ, ватăлнă йывăçсем сайралчĕç, карти тирпейленчĕ... Ертỹçĕ ĕçлĕхлĕ, тĕплĕ пулни курăнатех. А. Логунов директора ларни иккĕмĕш вĕренỹ çулĕ çинче пырать. Çулталăк каяллахин хăш-пĕр пĕтĕмлетĕвĕ çỹлерех çырăнни. Хĕвел тухăç календарĕпе упăте, Республика Пуçлăхĕ В. Игнатьев хушăвĕпе Ĕç çынни çулталăкне кĕретпĕр. Малашлăх тĕллевĕсем мĕнлерех-ши ертỹçĕн?
_ Шухăшсем нумай. Вĕрентỹ енĕпе илес пулсан ачасене ял еннелле туртăнма май паракан профориентаци енĕпе ĕçлесшĕн. Мĕншĕн алла аттестат илекенсене экономист тата юрист профессийĕсем çеç ытларах килĕшмелле? Кермен пек çурт-йĕрсем ялсенче те, хулара та çĕкленеççĕ. Вĕсене хăпартма каменщиксем, сварщиксем, сантехника ĕçĕсене тума слесарьсем кирлех. Тỹлевĕсем те пур. Çемьеллĕ пулсан çăкăрсăр та лармаççĕ. Çитĕнекен ăрура çав интерессене çуратас килет.
Шкулта çĕвĕ машинисем пур. Мĕншĕн ахаль лартмалла вĕсене? Хĕр упраçа вырăн тавраш, кĕпе-саппун çĕлеме пĕлни кирлех. Л. Кошкина ертсе пынипе кружока çỹрекенсем çĕвĕсене тỹр рĕн кăлара пуçларĕç.
_ Кашни ача кашни предмета пиллĕклĕх вĕренейменни паллă ĕнтĕ.
_ Тĕрĕсех. Пĕрин вĕренỹре, теприн ĕçре, виççĕмĕшĕн юрă-ташăра пулать. Çавăнпа кашнийĕн хăш еннелле туртăм пулнине шута илме тăрăшатпăр та. Эсир ялти культура çуртĕнче тĕрлĕ уяв каçĕсем йĕркеленине курман мар ĕнтĕ. Мĕнле ташăпа çеç тухмаççĕ ачасем халăх умне.
_ Спорта та юратаççĕ КивĕАхпỹртсем. Вăйăсене çемйи- çемйипе хутшăнаççĕ. Хăвăр та спорта аталантарассишĕн тем те тума хатĕр.
_ Спортзал алăкĕсем уроксем хыççăн та, канмалли кунсенче те, уяв каçĕсенче те уçă. Çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтаратех çакă. Волейбол, футбол турнирĕсем иртеççĕ. 2016 çул пуçламăшĕнче ача сачĕ çумĕнчи лаптăкра конькипе ярăнма пăр шăнтасшăн. Хоккей коробки тăвас ĕмĕт те пур.
_ Стадионăр пур. Ăна сăн кĕртессипе те ĕçлемелле-ха ĕнтĕ. _ Çапла. Каллех çуркунне алă усса лараймастăн. Ял уявĕсене, акатуйсене ирттермешкĕн сцена кирлĕ унта.
_ Алексей Алексеевич, çак ĕçе кỹлĕниччен маларах предприниматель пулни чылай çăмăллăх кỹрет сире. Çапла мар-и?
_ Кирек хăш ĕçе пуçăнма та техника пур. Специалистсене те шыраса хăшкăлма кирлĕ мар. Укçи-тенкине çеç çитерсе пыма кансĕртерех. Тепĕр тесен, ытларахăшне нимелле ĕçлеме хăнăхнă эпир. Шкулти юсав ĕçĕсене ачасем те, коллектив та кăмăлтан явăçать. Тепĕр ырă тĕслĕх илсе парам эппин. Ял вĕçĕнчи касра пурăнатпăр эпир. Урампа кас пĕрлешекен çĕре çултан-çул килĕсенчи çỹп-çапа тăкнă та тăкнă. Хăçанччен çапла пулмалла-ха? Ун чухне ял старости те марччĕ эпĕ. Пухăнса калаçрăмăр. 11 автомашина çỹп-çапа ятарлă уйăрнă вырăна кайса тăкрăмăр. Пушаннă çĕре тăпрапа тикĕслесе чăрăш тата пилеш хунавĕсем лартрăмăр. Малтанласа вĕсене пăхса тăтăмăр. Шыв шăварни те пулнă. Качакасем кăшласран карта тытрăмăр. Халĕ йывăçсем тымар янă. Аванах ỹсеççĕ.
_ Халăх староста пулма шаннă-тăк, ĕçлемеллех тесе шутлатăр ĕнтĕ эсир.
_ Камăн та пулсан хавхалантарса пымаллах çав. Тирпей- илем хамăршăнах-çке. Масар çине йышпа тухрăмăр. Ĕçĕ малашлăхра та тупăнсах пырать. Унти йывăçсем ватăлса пыраççĕ, вĕсене тасатмалла.
_ Эсир староста çеç мар, депутат та...
_ Хамăр шайра татса памалли ыйтусем тупăнаççех. Уявсенче пĕрле канашласа Шупашкар артисчĕсем таранах чĕнетпĕр. Волейболла, футболла вылякансем валли ятарлă спорт тумĕсем илтĕмĕр. Масар картине улăштарнă. Аялти урамра кĕпере çĕнетнĕ. Карлăкĕсене тунă тата ытти те.
_ Мĕн сĕннĕ пулăттăр хаçат вулакансене?
_ Çĕнĕ çул ячĕпе пурне те саламлатăп. Пурнăçра тăнăçлăх, юрату, ăнтăлу, телей, килĕшỹ сунатăп.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)