09 декабря 2015 г.
Этем ĕмĕрне вăтамран 100 çул парса хаклатпăр пулсан, шкулшăн çулĕсем яланах ик- сĕлми. Темле пулсан та ял пĕтмесен шкул сукмакĕ хупланмĕ, унăн пурнăçĕ малаллах тăсăлĕ. Пĕрисем шкулпа сыв пуллашаççĕ, теприсем вĕсен вырăнне йышăнаççĕ. Çапла, яланах çамрăк вăл, ача-пăча сассиллĕ, янăравлă шăнкăравлă Туçари вĕренỹ çурчĕ.
Шкулăн кун-çулри страницисене нумай тĕрлĕ пулăмпа паллă çынсен ячĕсем çырăнса юлнă. Чăвашра халăха вĕрентес, пĕлỹ парас ĕçе ăнăçлăн йĕркелесе пырас тĕлĕшпе унăн ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар-тăр. Кăçал шкул 175 çул тултарать. Чăнах та çакăн чухлĕ çулта унăн тилхепи чылай ертỹçĕ аллинче пулнă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, шкулти учительсен тĕп тĕллевĕ _ ачасене тарăн пĕлỹ парса анлă тавракурăмлă, пултаруллă та ăнкаруллă, ĕçе юратакан, тăван çĕр шыва усăллă çынсем туса кăларасси. Шăпах хăйсен тивĕçлĕ вĕрентекенĕсене пула вĕренекенсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕте- сĕнче юратнă професси суйласа илсе тĕпленнĕ.
Çак тапхăрта шкул мĕнле чăрмавсем çеç чăтса ирттермен-ши? Выçлăх çулĕсем, вăрçăсем... Чылай йывăрлăхсене хыçа хăварса вăл ачасене тулли пĕлỹ пама май тупнă. Туçа шкулĕнчен наука ĕçченĕсем, çăкăр ăстисем, сывлăх хуралĕнче тăрăшакансем, çĕр çинче ĕçлекенсем, паллă журналистсемпе спортсменсем тухнă, вĕсем кирек ăçта та тăван шкулăн, тăван ялăн чапне-сумне çỹле çĕкленĕ, çĕклеççĕ те. Тăван ялăн тенĕрен, шкулпа ял пурнăçĕ _ пĕр тĕвĕре. Мĕн тĕрлĕ мероприяти çеç иртмест-ши пĕрлĕхре!
Паянхи кун шкулта пĕлỹ пухакансем ĕлĕкхи йăла-йĕркесене ан манччăр тесе вĕрентекенсем ялти ватăсене хăйсем патне йыхравласа тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Улах ларма Мария Сугутская, Антонина Жукова, Лидия Кипяткова, Анастасия Тестова, Валентина Леонтьева, Валентина Викторова (Елчĕк районĕ) килчĕç. Хапăл тусах килĕшрĕç кукамай-асаннесем. Çак пулăма ятарласа ỹкерсе шкул сайчĕ çине те лартрăмăр.
Тепĕр ырă ен пур Туçа тăрă- хĕнчи халăхăн. Кашни çулах аслă ăрури çынсене пухса чысласси йăлана кĕнĕ кунта. Çулсеренех çимĕк çитиччен пурте пĕр харăс тăрса ялти масара тирпей-илем кỹртес ĕç те ăнăçлă пулса пырать тата ытти те. "Гвардеец" хуçалăх председателĕнче, шкул директорĕнче, музей ертỹçинче нумай çул тăрăшнă Геннадий Федорович Мулюков (йывăр тăпри çăмăл пултăр) ялпа шкулшăн нумай ĕç туса ирттерчĕ. Вăл "Ордена Ленина колхоз "Гвардеец", "Откуда мы?", "Родники нашего богатства", "Гвардеец" меняет курс", "Дела и люди "Гвардейца", "Книга памяти колхоза "Гвардеец", 2 пайран тăракан "Пирĕн ял" кĕнекесем çырса кăларчĕ. Педагог хатĕрленĕ "История деревень Тойсинского сельского совета и ордена Ленина колхоза "Гвардеец" кĕнекене халăх патне çитерме халĕ шкулта историпе вĕрентекен Петр Васильевич Мулюков тăрăшать.
Çакна та каласа хăвармалла: Туçа шкулне вĕренме ачасем сакăр ялтан çỹреççĕ. Чă-вашĕ, вырăсĕ, тутарĕ. Шкултан вĕренсе тухса кайнă ентешсем пирĕн ачасене вĕренме, спортра аталанса пыма пулăшни вара пушшех те савăнтарать. Тăван шкулăмăртан аслă пĕлỹ илсе тухнă Газис Минсагирович Гисметдинов вĕренỹре тăрăшуллă ачасене ятарлă стипенди парса хавхалантарнисĕр пуçне ашшĕ ячĕпе _ вăл вăрçă паттăрĕ, Чă-ваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, шкул директорĕнче нумай çул тăрăшнă Минсагир Гисметдинович Гисметдинов _ йĕлтĕрпе чупакансен ăмăртăвне ирттерет. Çакăн евĕрлĕ ăмăрту шкул хисепленсе тăракан Совет Союзĕн Геройĕ Семен Алексеевич Андреев ячĕпе те иртет.
Ял çыннин культурăллă канăвне тăтăшшăн йĕркелесе пыни вĕсен чун-хавалне çĕклет, ĕçри хастарлăхне ỹстерет. Ялта темиçе çул культура вучахĕ ялкăшманран шкул ял халăхне хăй хỹттине илнĕ. Тĕрлĕрен мероприяти, Çĕнĕ çул уявĕ, ваттисен кунĕ кунта иртет. Ялăн библиотеки те кунтах тĕпленнĕ.
Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка пăхса тăрас яваплăха та шкул хăй çине илнĕ. Кăçал çĕнтерĕве халалланă уяв татах та сумлă иртрĕ. Пĕр килтен вăрçă хи- рĕнче тăваттăн тан выртса юлнă Кузьма Митрофанович, Дмитрий, Николай, Семен Петровсем умĕнче аллея уçрĕç, Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте, ял старости Антонина Салмина тата ытти пуçаруллă çынсем тăрăшнипе ял халăхĕнчен пуçтарнă укçа-тенкĕпе палăк çумĕнче часовня лартрĕç. Ял пуянлăхĕ _ çынсем.
Ял пурăнсан, килĕрен ача сасси янăрасан, урамсенче хаваслă шăв-шав тăрсан шкул пурăнать. Çутă та хăтлă классенче вĕрентекенĕн уçă сасси, коридорсенче ачасен куллийĕ илтĕнсен _ эпир пурăнатпăр.
А. КУЗНЕЦОВА, Туçа ял библиотекарĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)