Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр тĕвре виçĕ ят: палăк, шкул, часовня

28 ноября 2015 г.

Çак кун Туçа ял историйĕн страницине çырăнса юлнисенчен пĕри пулĕ. Ноябрĕн 24-мĕшĕнче ял варринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк-монумента хирĕç çветтуй Троица ячĕллĕ часовньăна сăвапласа уçрĕç. Чиркỹ настоятелĕ Николай протоиерейпе ял тăрăх хастарĕ-сем çак вырăна ăнсăртран е тата курăмлă вырăншăн çеç суйласа илмен. Вăхăтĕнче пирĕн асатте- асаннесем, мăн асаннесем те шăпах çак карта ăшĕнче никĕсленнĕ чиркĕве çỹресе хăйсен чунне пушатнă, саманан тĕрлĕ тапхăрĕнчи йывăрлăхсене пăхмасăр Аслă Туррăмăра кĕл тунă. Çак ялта çуралса ỹснĕрен, шурсухалсем кĕлĕ çуртĕнчен культура вучахĕ туса хунине пăлханса каласа панине те паянхи пекех ас тăватăп. Вĕсенчен чылайăшĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене те куçрĕç ĕнтĕ. Йывăр тăприсем çăмăл пулччăрах. Каярахпа вара хамăр та клубра йĕркелекен культура мероприятийĕсене хутшăннă: унччен кунта чиркỹ пулнине пăхмасăрах юрланă та, ташланă та пулĕ...

Çапах та ялăн авалхи пурнăçне манăçа кăлармасăр пулас ăру валли истори пĕлтерĕшлĕ палăксене (çаплах калас килет) çĕнĕрен "чун" пани пĕрре те пăсăклă мар тесе шутлатăп. Ку вăл уйрăмах тĕн енĕпе ачасен ăс-хакăлне пуянлатма та, чунри туйăмĕсене вăратма та, хамăрăн тĕне хисеплеме те пулăшать. Унăн хакне, пĕлтерĕшне паян пысăк вырăна хунăранах ĕнтĕ ял халăхĕ кар тăнипе, ыркăмăллăхпа çакнашкал часовня çĕклесе лартрĕ. Малашне вара тăван ялăмăрти палăк, юнашарах вырнаçнă шкул, часовня пурте пĕр тĕвре пулĕç. Ял çыннисем вара вăрçă хирне выртса юлнă тăванĕсен канлĕхĕшĕн чиркỹре çеç мар, çак часовньăра та çурта çутĕç. Вĕсем Туçара та сахалăн мар: 228 ентешрен 102-шĕ ирсĕр тăшман мăшкăлĕ пулнă.

Часовньăна уçнă çĕре район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерей, Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ, Николай Марков протоиерей, ял тăрăх пуçлăхĕ К. Углев, ял хастарĕсем, шкул ачисемпе чиркĕве çỹрекенсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика