Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хитров парнисемшĕн

13 марта 2013 г.

Районти «Паттăр» ФСК залĕнче волейбол вăййине юратакансен Иван Хитров ячĕпе ирттерекен 21-мĕш турнирĕ иртрĕ. Унта 5 команда хутшăнчĕ. Иван Федорович хăй вылянă вăхăтра район волейболисчĕсем 3 хутчен республика чемпионĕ пулнă тата темиçе хут Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă. Çулĕ çамрăках мар пулин те спорт ветеранĕ паянхи кун та сывлăх сыхлавçисен ушкăнĕнче тăрăшать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков И. Хитрова тав хучĕпе асăнмалăх парне парса чысларĕ, пĕр командăра вылянă Р. Сафиуллов, Н. Козлов, В. Козлов ветерана сывлăх сунчĕç.

Малтан Сăкăтсемпе «Батыревский» команда вылярĕç. Вăйă интереслĕ, çивĕч иртрĕ. Патăрьелсем 2:1 шутпа çĕнтерчĕç. Малалла «Паттăр» командипе тĕп больница волейболисчĕсем тупăшрĕç. Сывлăх хуралçисем 2:0 шутпа выляса ячĕç. Туçа спортсменĕсем çивĕч тупăшрĕç пулин те иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç. Турнир чемпионĕ ятне вара «Батыревский» туслă команда çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăна «Паттăр» йышăнчĕ. «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Вăтаелĕнчи А. Козлов çамрăк волейболист, «Чи лайăх хÿтĕлекен» тата «Чи лайăх пас паракан» ятсене «Батыревский» командăри С. Маковпа Д. Сегов тивĕçрĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика