11 ноября 2015 г.
Çĕр çинче мĕн тĕрлĕ кăна халăх пурăнмасть. Кашнийĕн тĕрлĕрен çын ячĕсем. Пирĕн-пе юнашар пурăнакан тутарсен ячĕсем те питĕ хитре. Таçта аякри Китай çыннисен те хăйне майлă янăравлă. Кашни ят мĕн çинчен те пулин калать, çыннăн мĕнле те пулин уйрăм енне уçса парать. Пирĕн чăвашсен те ячĕсем пĕрин хыççăн тепри илемлĕ те селĕм. Мĕне тăраççĕ Илемпи, Сарпи, Нарспи, Атнер, Сентиер тата ыттисем! Кашни хăй пĕр истори!
Паянхи калаçăвăм манăн Нарспи ят тавра пулĕ. Мĕншĕн тесен ăна пĕлмен, илтмен çын чăваш хушшинче кăна мар, ытти халăхра та çук. Вăл Константин Ивановăн "Нарспи" поэмăри тĕп сăнарăн ячĕ. Анчах халăх ăна чăн пулнă çын пек йышăнать. Пĕрисем ăна мухтаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ, теприсем айăпласа та пăхаççĕ, виççĕмĕшĕсем ним калама та аптăраççĕ.
"Нарспи" поэма пичетре кун çути курни 2018 çулта 110 çул çитет. Унтанпа çак поэмăна вуласа миçе ăру çитĕнмен-ши? Эпĕ вара Нарспи сăнарĕпе пĕрремĕш хут виççĕмĕш класра паллашнăччĕ. Манран пилĕк çул аслăрах аппа сăвă вĕренет.
"…Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ỹсет.
Аслă Силпи ялĕнче Нарспи ятлă хĕр ỹсет…"
Ячĕ ытла та илемлĕрен çине тăрсах итлетĕп аппана. Юлашкинчен чăтаймасăр,
_ Аппа, Силпи ялĕ мĕнле ялпа юнашар вăл? _ ыйтатăп унран.
Аппа кулать: "Саккăрмĕш класа çитсен йăлтах пĕлĕн", _ тет…
Унтанпа чăнах та чылай вăхăт иртрĕ. Пĕрремĕш хут "Нарспи" поэмăна туллин пăхса тухсан эпĕ хĕрĕн илемлĕхĕнчен те, ĕçченлĕхĕнчен те, ырă кăмăлĕн- чен те, тирпейлĕ тумĕнчен те, вăл ачапа _ ачалла, ватăпа-ватăлла пулма пĕлнинчен тĕлĕнтĕм. Анчах ытларах мана унăн паттăрлăхĕ чуна пырса тиврĕ.
19 ĕмĕр вĕçĕпе 20 ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш çемйинчи йăла-йĕркене, çĕршыв пурнăçĕнчи лару-тăрăва историрен эпĕ лайăх пĕлетĕп. Çавăнпа та юратнă Сетнерпе телейлĕ пулас тесе ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен тухса, пуян та тискер Тăхтамана наркăмăш парса вĕлерме паттăр çын çеç пултарать. Пуян çемьере ỹс- нĕ Нарспи çапла туни мана чăннипех те тĕлĕнтерчĕ. Апла юратупа телей вăл мулра анчах мар. Мана хальхи вăхăтра юратушăн кĕрешме пур енчен те çăмăл пек туйăнать. Эпĕ кама савас тетĕп, çавна саватăп. Атте-анне те мана хирĕçлес çук. Çапах та пуянлăха хапсăнса юратман, хăйсенчен аслăрах çынпа пĕрлешекенсем те пур. Кайран ача-пăчаллă пулаççĕ те уйрăлса каяççĕ, пурлăх пайлама тытăнаççĕ. Çапла ахăр самана пуçланать. "Нимĕнле литература та вуламан-ши ку хĕрсем", _ тесе шутлатăп вара ун пек чухне. "Нарспи" поэмăна вулаттарасчĕ кусене", _ тенĕ шухăш та пулкаланă.
Паллах, питĕ синкерлĕ вĕçленет Нарспи пурнăçĕ. Юрату телейлĕ пулмалла-çке, ĕмĕре пымалла. Анчах автор поэмăри сăнарсене пурне те вилмелле турĕ, мĕншĕн тесен вăл вăхăтри пурнăçра "тĕнчене" хирĕç тăма йывăр пулнă-çке! Ахальтен чăвашсем: "Çиле хирĕç сурсан хăвнах тивет", _ тесе каламан. Çилĕ вара _ вăйлă тĕнче, Нарсписемпе Сетнерсене хирĕçле тĕнче!
Нарспипе Сетнер юрату телейне кураймарĕç пулин те вĕсен таса туйăмĕ паянхи кун та халăх асăнчех. Ахальтен мар кăçалхи литература çулталăкĕнче Чăваш Енре "Нарспи" поэма авторне асăнса К. Иванов çулталакĕ тесе йышăнчĕç. Ăна халалласа тĕрлĕ-рен мероприяти йĕркелеççĕ. Эпир те шкулта "Нарспи" поэмăна сцена çинче вылярăмăр. Питĕ кăсăклă иртрĕ çак уяв. Манăн Нарспи сăнарне калăплама тиврĕ. Ăна мĕн таран пĕлнине, чунпа мĕн таран ăнланнине çакăнта кăтартма май пулчĕ. Нарспи малашне те юратакан çынсемшĕн кĕрешỹçĕ сăнарĕ пуласса шанса тăратăп.
А. БЕЛЬДЕКОВА, Тури Туçари вăтам шкул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)