07 ноября 2015 г.
Кашни халăхăн хăйĕн историйĕ. Çĕршыв историйĕ событисемпе пуян. Вăл хăйĕн паттăрĕсемпе яланах мухтаннă. 1612 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче Мускава польша хапсăнчăкĕсенчен ирĕке кăларнă. Дмитрий Пожарский князпа Кузьма Минин купца халăха тăван çĕршыва хỹтĕлеме тăратнă. Пысăк çара пĕрлешсе вĕсем çĕнтерỹ тунă. Пĕрлĕхре вăй сахал мар-çке. Çавăнпа та ноябрĕн 4-мĕшĕ Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ шутланать. Вăл Казански Турă Амăшĕн иконĕн кунĕпе те пĕр килет.
Районти централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççейре _ халăх пĕрлĕхлĕ" ятпа мероприяти ирттерчĕç.
Фойере чăваш наци костюмĕ- сене кăтартассине йĕркеленĕ. Сăкăтри культура çурчĕ çумĕнчи пукане театрĕн артисчĕсен тумĕсем те пулчĕç выставкăра. Унтах хăнасене Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В. Фролов ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа кĕтсе илчĕ.
Концерта Ю. Езюков методист ертсе пычĕ. Уяв ячĕпе Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, районти централизациленĕ клуб системин директорĕ А. Овчинникова саламларĕ. Сцена çинчен вара классика, эстрада тата хăна юррисем чăвашла, тутарла, вырăсла, ирçелле янăрарĕç. Уйрăмах Первомайски ял тăрăхĕнчи В. Фролов, В. Верликов, А. Ермилов тата "Ăраскал" эстрада ушкăнĕ шăрантарнă юрăсем куракансен кăмăлне кайрĕç. К. Козлова "Нарспи" поэма сыпăкне чуна пырса тивмелле вуларĕ. И. Козлова ертсе пыракан ташăçăсен ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Кивĕ Ахпỹртсен юрри-ташшипе кашнийĕшĕ киленчĕ.
Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев мероприяти кăмăллă иртнине палăртрĕ. Пурте пĕрле ушкăнпа "Урхамахсем тăраç тапăртатса" юрă шăрантарчĕç.
Фойере Первомайскинчи юрă-ташă ăстисем мероприятине малалла тăсрĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)