21 октября 2015 г.
1965 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш аптека управленийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 91-мĕш номерлĕ аптека уçăлать. Чи пирвай аптека управляющийĕнче (ун чухне çапла хисепленĕ кунта ĕçлекене) Хабаровск крайĕнчи Амур çинчи Николаевск хулинче çуралса ỹснĕ, Чĕмпĕрте фармацевт специальноçне илнĕ Нина Александровна Декаева ĕçлеме пуçлать. Вăл çулталăкченех мăшăрĕпе Шăмăрша куçса каять. Ун хыççăн тĕрлĕ сăлтава пула 22 уйăхра 4 управляющи улшăнать.
1967 çулта аптека тилхепине 18 çул та тултарайман Любовь Ивановна Савельевăна (Фролова) шанса параççĕ. Кунти ертỹçĕсем тăтăш улшăннипе ял халăхĕ черченке те çинçешке хĕр чылай тытăнса тăмасран шикленсе калаçнă. Анчах та пурнăç тепĕр майлă ỹкерчĕк кăларса тăратнă. Çамрăк çирĕп ăс-тăнлăскер пулнă, умри йывăрлăхсене парăнмасăр аптека ĕçне тĕпрен çĕнетсе йĕркелесе янă. Нумай вăхăт иртмесĕрех Чăваш Республикинчи 100 ытла эмел сутакан пунктсем хушшинче малти вырăнсене йышăнать, социализмла ăмăртусенче çỹлти картлашкасене хăпарать. Мĕн енĕпе палăрнă-ха аптека? Чăн малтанах халăх патне эмелсен пĕлтерĕшне çитернипе. Вĕсемпе мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарма пĕлнĕ. Организма витĕм кỹнине палăртнă. Врач хушмасăр нихăш эмеле те ĕçмелле маррине каланă.
Аптекăри ĕç условийĕсем хуларисеннипе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăнă. Вутă хутса шыв вĕретнĕ, ăна тăрăлтарнă. Вырăнта усă курмалли хăш-пĕр эмелсене çавăнтан хатĕрленĕ. Больницăра выртса сипленекеннисем, врач пулăшăвĕпе килте сывлăха çирĕплетекеннисем те çакăншăн савăннă.
Туçа участокĕнче çав вăхăтра çулталăка 170-180 ача çуралнă. Вĕсем чирлесе больницăна пырасси пулнах. Сипленмелли эмелĕсене вара 3-4 карçинкка хатĕрленĕ. Вăй-хала шеллемесĕр, вăхăта пăхмасăр тăрăшнă халăхăн сывлăхне упрассишĕн, чĕртессишĕн. Кунта аптека тỹпи пулнах.
Малтанласа иккĕн ĕçленĕ. Заведующине В. Перепелкина санитарка пулăшса пынă. 1971 çулта тепĕр фармацевт хушса панă. Маргарита Федоровна Полякова килнĕ. Çуллахи вăхăтра аптека ĕçченĕсем вута-шыва кĕрсе эмел курăкĕсем хатĕрленĕ. Çак ĕçе шкул ачисемпе тивĕçлĕ канăва тухнисене те явăçтарнă. Эмел курăкĕсене чĕрĕлле йышăннă, ăна типĕтнĕ. Фармацевтика фабрикисене вара тонни-тоннипе ăсатнă. Çак ĕçе çуллен туса пынă.
Аптека кăтартуллă пулнăран район, республика шайĕнчи семинарсем иртнĕ. Кунта ĕçлекенсем хăйсем те фармацевтсен конкурсĕсене тăтăшах хутшăннă. Малти вырăнсене йышăнса парнесене тивĕçнĕ. Çулсерен плана 140-145 процентшар тултарса пынă.
Туçа аптекин сумĕпе хисепĕ республикăри Хисеп хăми çине кĕме май панă.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)