26 сентября 2015 г.
Ах, аппаçăм, юратнă аппа
Ытла вăхăтсăр кĕтĕн çĕре.
Мĕнпур тăванна хăварса,
Эсĕ кайрăн пăрахса пире.
Ма телейсĕр килчĕ-ши шăпу?
Кĕске пулчĕ санăн ĕмĕрỹ?
Çăмăл пултăрччĕ йывăр тăпру,
Сĕт кỹллинче иштĕрччĕ чуну.
Вăхăтĕнче анне те пире
Хăварчĕ тăлăха çичсĕмĕре.
Çупăрларăн ăшшăн хăв çумна
Салатмарăн пире çич юта...
Ăçтан тупăнчĕ вăй-хăвату?
Епле чăтрĕ сан çамрăк чĕрỹ?
Çĕре çити таятпăр пуçа
Йăтайми парăмра сан умра.
Часах санăн кĕрекỹ тавра
Аппам, лармаллаччĕ чыс тума.
Савăнма пỹрмерĕ тăванпа
Ун вырăнне çутăпăр çурта...
Альбина КЛЕМЕНТЬЕВА. Тури Туçа ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)