23 сентября 2015 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа йышăннă ятпа саламланă. "Сирĕн умра _ региона, унăн экономикипе социаллă сферине пур енлĕн аталантарассипе çыхăннă пысăк та яваплă ĕç. Тата, паллах, Сирĕн çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассипе, граждансене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене ăнăçлă татса парассипе çыхăннă ыйтусемпе тимлĕ пулмалла. Ăнăçу тата пĕтĕм ыррине сунатăп", _ тенĕ Владимир Путин телеграмминче.
Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" парти председателĕ Дмитрий Медведев саламлă телеграмма янă: "Иккĕленместĕп, управленипе çыхăннă пысăк опыт, Чăваш Республикин çивĕч ыйтăвĕсене пĕлни Сире Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшĕç".
Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне суйланнă ятпа РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко, Раççей ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров, Раççей оборона министрĕ Сергей Шойгу, Федераци Канашĕн Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Раççей Президенчĕн Администрацийĕн Ертỹçин заместителĕ Магомедсалам Магомедов, тĕрлĕрен облаçсен кĕпĕрнаторĕсем тата ыттисем те саламланă, вăл ертсе пынипех Чăваш Республики инноваципе инвестици енĕпе хăватлă, Атăл тăрăхĕнчи чи илемлĕ, интереслĕ тата илĕртỹллĕ регионсенчен пĕри пулнине палăртнă.
Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕн должноçне суйланнине район çыннисем хак пани:
Валерий Салмин, ĕç ветеранĕ, ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ, Тури Туçа ялĕ:
_ Михаил Игнатьев иккĕмĕш хут Республикăмăрăн çăмăл мар "лавĕ" умне тăнине хавасланса кĕтсе илтĕм. Çакă пирте пысăк шанăç çуратать. Чăваш Енĕн аслă постне йышăнма çĕнĕрен суйланни _ суйлавçăсем палăртнă çула малалла тăсма панă мандат тесе шутлатăп.
Светлана Фролова, Нăрваш Шăхалĕнчи "Асамат кĕперĕ" ансамбль ертỹçи:
_ Михаил Игнатьев нумай сасă пухса Республика Пуçлăхĕ пулма суйланнине питĕ хăпартланса, хавасланса йышăнтăм. Вăл çак çỹллĕ поста йышăнма пур енĕпе те тивĕçлĕ, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарать, вĕсен сĕнĕвне шута илет, ватăсене сума сăвать, çамрăксене пысăк çын пулма хавхалантарать тата ытти те. Чи кирли те пахи _ панă сăмаха тытма пĕлни, ăна пурнăçа кĕртни. Çăмăл мар яваплăхра ăна ăнăçлă ĕçлеме Турă сывлăх çеç патăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)