11 сентября 2015 г.
Çулсем шултăраланса пынă май ачалăх ытларах та ытларах аса килет. Йывăр вăхăтра çитĕнтĕмĕр эпир. Вăрçă хыççăнхи çулсем ачасемшĕн те çăмăлах пулмарĕç. 4-5 классенче вĕреннĕ чухне, уроксем хыççăн е канмалли кунсенче йĕтем çине каяттăмăр. Каникул вăхăтĕнче пĕр кун та килте ларман. Ас тăватăп-ха, 1953 çулта мана бригадир лаша кỹлсе йĕтем такăрлатма хушрĕ. Пиртен аслăраххисем хиртен кĕлте турттарса капана хыватчĕç. Вăл вăхăтра Кивĕ Ахпỹртре 5 бригадăччĕ. Тыррине çапса тĕшĕлеме МТСран молотилка илсе килетчĕç. Çак ĕçе тума 50-60 çын кирлĕччĕ. Ватти-вĕтти, çамрăкки _ пурте хутшăнатчĕç унта.
7 класс пĕтернĕ хыççăн эпĕ те колхозниксемпе пĕрле хиртен йĕтем çине лашапа кĕлте турттартăм. 1955 çулта, çуллахи каникулта, Феоктист Арлановпа çамрăк пăрусен кĕтĕвне кĕтрĕмĕр. Выльăхсем имшерччĕ, ырханччĕ. Вăйсăррипе хире аран-аран çитетчĕç. Хупса усрамалли вырăнĕсем те сахалччĕ. Ĕнесем, пăрусем, сыснасем, чăхсем _ пурте пĕр витереччĕ. Каярахпа вăрмантан йывăç турттарса килсе пурасем пураласа çĕнĕ витесем туса лартрĕç.
1960 çулта пирĕн Калинин ячĕпе хисепленекен хуçалăх "Гвардеец" колхозпа пĕрлешрĕ. Ертỹçи М. Долговчĕ. Пысăклатнă колхозра эпĕ нумаях ĕçлеймерĕм, çар комиссариачĕ мана 8 уйăхлăха вĕренме ячĕ. Парашютпа сикме тата çыхăну ĕçне хăнăхтарчĕç. Ун хыççăн салтака кайма ят тухрĕ. Çар тивĕçне Узбекистанра пурнăçларăм. Виçĕ çулта 5 тĕрлĕ самолетран 49 хутчен парашютпа сикрĕм.
Çартан таврăнсан тракторист-шофера вĕрентĕм. Права илсенех колхозра гусеничнăй хурçă "ут" шанса пачĕç. Аслăрах, опытлăрах механизаторсем мана вĕрентсе пынипе ака-суха ĕçне часах хăнăхрăм. Хĕлле вăрмантан йывăç кăларса турттараттăмăр. Ял хуçалăхĕнче хĕлле те, çулла та лăш курмасăр ĕçленĕ.
Пĕлỹ шайне ỹстерес тĕллевпе каçхи шкула çỹреттĕм. Аттестат илсен Çĕрпỹри совхоз-техникумра куçăмсăр майпа вĕренсе дипломлă пултăм.
Колхоз правленийĕ аслă инженер-строитель пулăшуçи пулма шанчĕ. Манăн тивĕç хуçалăха строительство материалĕсемпе тивĕçтерессиччĕ. Стройка ĕçĕсем анлă сарăлнăччĕ ун чух. Материалсем турттарма ют облаçсенех çỹреттĕмĕр. Кашни ялтах витесем, клубсем, шкулсем, машинăпа трактор паркĕсем çĕкленчĕç. Колхоз та ял хуçалăх техникипе пуянланса пычĕ. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ те çуллен ỹсрĕ. Хуçалăхра 8000 гектара яхăн çĕр пулсан та çуллахи вăхăтра пăрусене аякри вăрмансене 5-шер кĕтỹ таран янă. Колхоз сухан-севокран та пысăк тупăш куратчĕ. Пур отрасльпе те республикипех малта пыратчĕ. Çак çитĕнỹсем йăлтах хуçалăх ĕçченĕсем ырми-канми вăй хунăран пулнă. Ĕçне кура _ хисепĕ. Тивĕçлĕ канăва тухакансене парнесемпе чысласа ăсатасси йăлараччĕ. Çулталăкра пĕр хутчен вутта кайма, Канашран çĕр кăмрăкĕ турттарса килме тỹлевсĕр транспортпа тивĕçтернĕ. Газ баллонне те çур хакпа панă.
Çĕр-шывра çĕнетỹ тапхăрĕ пуçлансан 8 яла пĕрлештерсе тăракан "Гвардеец" колхоз пайланса 5 кооператив хуçалăхĕ йĕркеленчĕ. Кивĕ Ахпỹртре "Урожай" хуçалăх туса хучĕç. Ăна ертсе пыма 12 çул "Гвардеец" колхоз председателĕнче тăрăшнă И. Арланова суйларĕç. Мана совет председателĕн пулăшуçи пулма тата тĕп инженер тивĕçне пурнăçлама шанчĕç. Пĕчĕк хуçалăхра ĕçлеме пикенсенех йывăрлăхсем сиксе тухма тытăнчĕç. Техникăна çĕнетейми, шалу парайми пултăмăр, выльăхсен шучĕ чакрĕ. И. Арланов тивĕçлĕ канăва тухсан хуçалăха çамрăксен аллине пачĕ. Эпĕ те пенсие кайрăм. Ĕçе тухакансем те çулсерен чакса пычĕç. Арçынсем инçет хуласене туха-туха кайма пуçларĕç.
Ялта фермер хуçалăхĕсем йĕркеленчĕç. Ял хуçалăх техники кивелчĕ, юрăхсăра тухрĕ. Çĕр лаптăкĕсене халăха уйăрса пама пуçларĕç. Пенсионерсем те çĕрлĕ пулчĕç. Анчах ватăлнипе чылайăшĕ унпа усă кураймаççĕ. Çĕр налукне вара тỹлемеллех.
Колхозсем вакланни ватăсене йывăрлăха кĕртсе ỹкерчĕ. Пысăк хуçалăх упранса юлнă пулсан çăмăллăхĕсем те тăрса юлатчĕç вĕт. Ватăсем "пĕччен хулă хуçăлать" тесе каласа пĕрре те йăнăшман çав. Тен, пайланнă хуçалăхсене каялла пĕрлештермелле?
А. МИТРОФАНОВ, ĕç ветеранĕ. Кивĕ Ахпỹрт
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)