05 августа 2015 г.
Çу каçиччен тĕрлĕ çанталăк тăрать. Халиччен типĕ те шăрăх çанталăк сахал мар пулчĕ. Çакăн пек чухне вара ача-пăча шыв хĕррине туртăнать. Каникулта вĕсем хăйсене ирĕк те туйма пăхаççĕ. Чылай чухне аслисен кĕçĕнреххисене пăхма вăхăчĕ çитмест.
Ача-пăчан тимлĕхне ỹстерес тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăваççĕ Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулта. Каникула каиччен кашни класс ертỹçи шывра асăрхануллă пулмалли çинчен калаçу ирттернĕ. Виççĕмĕшсемпе вара М. Ярусова пĕр хутчен çеç мар сăмах пуçарнă. Ку темăна вăл ашшĕ-амăшĕпе те сỹтсе явнă. Килĕсенче пулма та ỹркенмест Мария Анатольевна. Ачасене асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерсех тăма тăрăшать. А. Капитонова, библиотекарь
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)