29 июля 2015 г.
Вырмана çанталăкĕ те лайăхланчĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пурте тенĕ пекех кĕрхи культурăсене пухса кĕртме пуçăнчĕç. Ĕнерхи кун тĕлне 1846 гектар вырнă, 1644 гектар пухса кĕртнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 21,8 центнерпа танлашать. Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹ вара 226 гектар йышăннă кĕрхи культурăсене пуçтарса илме те ĕлкĕрнĕ.
"Звезда" ял хуçалăх предприятинче вырма куллен вăй илсе пырать. Кунта кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 605 гектарта çитĕннĕ. Комбайнсем хальхи вăхăтра кĕрхисен анинче ĕçлеççĕ. 50 гектар йышăннă ыраш уйĕ пушаннă та ĕнтĕ. Ю. Лисицин, Р. Богданов, А. Петров, Г. Яковлев тытса пыракан "карапсем" халь тулла çапса тĕшĕлеççĕ. Яваплă тапхăра пурĕ икĕ комбайн хутшăнать. Хуçалăхра çавăн пекех кĕрхисене акма çĕр хатĕрлеççĕ.
Сăн ỹкерчĕксенче: район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов (варринче) хуçалăхра вырма мĕнле пынипе паллашать; Ю. Лисицин комбайнер ĕç вăхăтĕнче.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)