Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çук, вилмен эс…"

25 июля 2015 г.

 Хăрушă тăшман тапăнса килсен вăрçăн малтанхи кунĕсенчех кам алла пăшал тытса çапăçма пултарнă, вăрçа тухса кайнă. Фашист пусмăрĕнчен халăха хăтарма арçынсене çеç мар, хĕрсене те илсе кайма пуçланă. Туçа тăрăхĕнчен вăрçа тухса кайнă хĕр-салтаксем вун саккăрăн. Пĕринсĕр пуçне ыттисем чиперех каялла таврăннă. Валя - Валентина Егоровна Румянцева вара ĕмĕрлĕхех пĕр хаяр çапăçура пуçне хунă. Ăна амăшĕ мĕн виличченех кĕтнĕ. Салтак хĕр амăшне халалласа чăвашсен паллă çыравçи Раиса Сарпи сăвă та çырнă.

Валя амăшĕ _ Евдокия Румянцева _ акă еплерех ăшшăн аса илет хăйĕн хĕрĕ пирки: "Манăн виçĕ хĕр ача пулнă.Валя вăталăххиччĕ. Вăл 1923 çулхи сентябрь уйăхĕнче çуралнăччĕ. Сывлăхлă, патвар ỹсрĕ. Анчах эпир мăшăрпа нумай пурăнаймарăмăр _ чирлесе вилчĕ. Ун чухне Валя калаçакан пулнăччĕ. Кăшт вăхăт иртсен Галя кун çути курчĕ. Вăл ашшĕне курман. Паллах, виçĕ ачана ура çине тăратма çăмăл пулмарĕ. Вĕсене ỹстернĕ хушăрах пỹрт те лартма тиврĕ. Сакăр çула çитсен Валя шкула кайрĕ. Çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн мана пулăшас тесе урăх çỹремерĕ.

1941 çул. Вăрçă пуçланнă чухне Валя вун пилĕк çултаччĕ. Вăрман касма ытти ачисемпе пĕрле ăна та илсе кайрĕç. Хĕлĕпех йывăçсене йăвантарнă çĕрте тăрăшрĕ хĕрĕм. Пĕвĕпе пысăк пулнăран ăна пĕр ĕçрен те хăварман.

1942 çулта хĕр ачасене салтака илме пуçларĕç. Манăн Вальăна та вăрçа кайма повестка пачĕç. Вăрçа тухса каяс умĕн вăл мана, "Ан йĕр, анне, аппасем тата пур", _терĕ. Килтен салтак юрри юрласа тухса кайрĕ.

Пăттине пĕçернĕ, çуне сапнă,

Анне, çиес килмест, мĕн тăвас?

Лашине кỹлнĕ, çавăрса тăратнă,

Анне, каяс килмест, мĕн тăвас?

Килтен январĕн 21-мĕшĕнче тухса кайрĕ. Ăна бригадăри пĕтĕм хĕрарăм ăсатса ячĕ, Канаша çитиччен лашапа леçрĕç. Унпа пĕрле кайнă тантăшĕсем пурте (вунă класс пĕтернĕ пулин те) Канашран каялла таврăнчĕç. Мĕн чухлĕ йĕмерĕм пуль çав каçсенче, мĕншĕн тесен ăна эпĕ çăварти юлашки татăка хам çимесĕр парса ỹстернĕ. Гитлера мĕн чухлĕ ылханман-ши!

Унтан вĕсене Хусана илсе кайнă, виçĕ уйăх повара вĕрентнĕ. Кашни кун çыру кĕтеттĕм…

1945 çулхине çулла хĕрсем килĕсене таврăнма пуçларĕç. Эпĕ те хĕрĕме кĕтетĕп, чỹречерен куç илмесĕр пăхатăп. Мана Валя урăх çыру ан ярăр тесе çырнăччĕ. Акă çыру килчĕ, анчах хăй çырман. Ку вăл хĕрĕм вилнине пĕлтерекен хыпар пулчĕ. Мĕн пулнă _эпĕ ас тумастăп, ăнсăр пулса выртнă. Эпĕ халĕ ватă карчăк, анчах Вальăна куç хупмасăр та манассăм çук. Çавăнпа вăрçă нихăçан та ан пултăрччĕ тетĕп. Никам та вăрçă нушине, хуйхине ан куртăрччĕ".

Фронтра Валя повар пулнă. Вăл Германиех çитнĕ. Юлашки çырăвне 1945 çулхи майăн 5-мĕшĕнче çырнă. Унта вăл хăй часах яла таврăнассине пĕлтернĕ.

Туçа хĕрĕ шăрçаланă çырусенчи хăш-пĕр йĕркесемпе паллаштарасшăн. Вĕсенче тăван ялшăн, çывăх çыннисемшн тунсăхлани, вĕсене çав тери хытă юратни те, çĕнтерĕве кĕтни _ пурте-пурте пур. Амăшне еплерех юратнă вăл тата…

А. Козлова, М. Табакова.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика