27 июня 2015 г.
Районти "Акатуй-Сабантуйра" ял хуçалăх производствинче малта пыракансене çулленех чыслаççĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышне тăтăшах "Звезда" ял хуçалăх копперативĕ те кĕрет. Анат Туçасем малти вырăна 15 çул алăран ямаççĕ. Район шайĕнче çакнашкал çитĕнỹ туни савăнтармаллипех савăнтарать.
Хуçалăхра выльăхсен шучĕ 410 пуç. Вăл шутра сăвăнакан ĕне 160. Иртнĕ çул кашнийĕшĕнчен 5500 килограмм сĕт суса илнĕ. (Районти вăтам кăтарту 3039 килогрампа танлашать).
_ Авăнмасăр, вăй хумасăр çитĕнỹ пулмасть. Ăрат ĕçне тытса пыма тăрăшатпăр. Тĕп кĕтỹре хура-ула йăхĕ. Пушмак пăрусене йăхтаратпăр. Малтан пăруланă хыççăн 12 килограмран ытларах сĕт антараканнисене çеç хăваратпăр, _ паллаштарать хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ В. Щукина.
_ Çитĕнỹ çăлкуçĕ _ кадрсенче, _ тет Валентина Александровна сăмахне малалла тăсса хуçалăх ертỹçи В. Кузнецов. _ Тĕп дояркăсем 25 çултан кая мар ĕçлеççĕ. А Крысова, Р. Мясникова, Л. Киргизова, В. Нурсова дояркăсен çитĕнĕвĕсем пысăк. Ытти çулсенче те пилĕк пинлĕ чикĕрен каçнă вĕсем. Ĕçне кура хисепĕ те пур. Валентина Петровна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Антонина Петровна ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, Людмила Федоровна Тав çырăвне илнĕ. Рената Васильевнан та район администрацин грамоти пур.
Çамрăксене те явăçтарса пыма тăрăшаççĕ хуçалăхра. Динара Перепелкина ĕçченлĕхĕпе те, вăр-варлăхĕпе те палăрать. Тĕп дояркăсене канупа улăштараканни вăл.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче харсăрсем татах та пур: курăка П. Крысов турттарать, Н. Перепелкина 6 уйăхран иртнĕ пăрусене пăхать. Наталия Геннадьевна та уявра район администрацийĕн грамотине тивĕçрĕ. Г. Мясниковапа Н. Плешкова кĕçĕнрех ушкăнрисемшĕн яваплă. Выльăхсен талăкри ỹт хушаслăхне вĕсем 700-800-шер грама çитерсе пыраççĕ.
_ Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Выльăх апачĕ енчен хĕсĕк пулман пирĕн. Кăçал та, акă, хĕл валли нумай çул ỹсекен курăкăн пĕрремĕш çулăвĕнчен 200 тонна утă типĕтсе тюкларăмăр. 800 тонна ытларах сенаж хунă. Паянхи кун рациона сăвăма кура пусыпка, хĕвелçаврăнăш нимĕрĕ, витаминлă хутăшсем, кирлĕ чухлĕ тăварпа шуртăм хушса паратпăр,_ калаçăва малалла тăсать Валентина Александровна.
Кашни ĕнерен пĕрер пăру илме тăрăшаççĕ хуçалăхра. Кăçалхи 5 уйăхра 44 çамрăк выльăх хутшăннă, çакă пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 6 пуç ытларах. Умри тĕллеве пурнăçласан тата çулталăкра 320 кун фермăна ĕçе тухсан ĕçлекенсене пĕрер пăру парса хавхалантараççĕ. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе çакна 15 ĕçчен тивĕçнĕ.
Коллектив çитĕнĕвĕнче Г. Андреева техник-осеменатор тỹпи те пур. Галина Филаретовна хăйĕн ăсталăхне район, республика шайĕнчи конкурссенче те кăтартать, вĕсенче призлă вырăнсене çĕнсе илет. Выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн вара Н. Солдатова ветеринар яваплă.
Паян районти, республикăри тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри "Звезда" кооператив. Сысна ферми те пур кунта. Иртнĕ çул амасене çĕнетрĕç. Районти ытти хуçалăхсенче пĕтерчĕç вĕсене.
"Йĕрке пур çĕрте çитĕнỹ пулатех. Акă мĕне мала хума тăрăшаççĕ хуçалăхра",_ тет Анат Туçасен хастарлăхне палăртса Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ П. Никифоров. Ку тĕлĕшпе В. Кузнецов хуçалăх ертỹçин опычĕ те пысăк: "лава" туртса пыма тытăнни 20 çула яхăн!
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)