20 июня 2015 г.
ХАЛЬХИ вăхăтра район полицийĕн участокри уполномоченнăйĕсем вырăнти халăхпа куçа-куçăн курнăçса хăйсен ĕçĕ пирки калаçаççĕ, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹт-се яваççĕ.
Çак кунсенче çакнашкал тĕл пулу Туçа ял тăрăхĕнче иртнĕ. Полици майорĕ Р. Валитов хăйĕн яваплăхĕ çинче шутланса тăракан саккăрмĕш участокри йĕркелĕхпе тăнăçлăх пирки отчет тунă, хура ĕçе явăçакансен йышне пĕчĕклетес тĕллевпе полици сотрудникĕсемпе пĕрлех общественноçăн, депутатсемпе ытти хастарсен уйрăммăн ĕçлемеллине те каланă.
Туçа тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсене кĕрекен участокри пункт районта пысăккисенчен пĕри. 2272 хуçалăхра 6198 çын пурăнать. Урăхла каласан, çак пысăк йышра пакунлисен йĕрке-тĕрке тытса тăма çăмăл мар. Пилĕк уйăх кăтартăвĕсемпе вара çакна палăртса хăвармалла: ял çыннисенчен асăннă тапхăрта тĕрлĕрен темăпа 171 ыйту кĕнĕ, вĕсенчен йĕрке хуралçисем çак тăрăхра тăватă уголовлă ĕç пуçарнă, вун пĕрĕшне миравай суда янă тата ытти те. Участокри уполномоченнăйсем районти оперативлă служба ĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Пеступленисен ытларах пайне уçса панă чухне те вĕсен пулăшăвĕ пысăк.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)