11 июня 2015 г.
"Лар, аннеçĕм, юнашар,
Пĕрле ларса калаçар.
Эс кĕтетĕн кунĕн-çĕрĕн..." наци радио хумĕсемпе юхакан юрă сăмахĕсене Нина Ильинична пĕр самант хускалми итлерĕ. Юлашки йĕркесем унăн чĕрине куçĕсенчен шултра куççуль тумламĕсем тухмаллах пырса тирĕнчĕç. Нина аппа, тин çеç качакипе чăххи-чĕппине апатлантарса кĕнĕскер, чỹречерен тинкерчĕ: хĕвел çĕнĕ куна савса пахчасене, пỹрт тăррисене, урамри йăмрасене хăйĕн çутă пайăркисемпе çутатать. Шыв йăтнă кỹршĕ хĕрарăмĕ хаваслă кăмăлпа утать. Пурнăç хăй еккипех шăвать çав. Нина аппа куçĕсем пỹрт ăшчиккине хыпашларĕç. Вырăн çинче тĕлĕрсе выртакан кушак та вăранайман-ха. Стена çинчи сăн ỹкерчĕксем çеç яланах сыхă. Вĕсем çывăрмаççĕ. "Ах, ывăлăмсем..." чăтаймарĕ Нина Ильинична. Тăварлă куççуль витĕр вăл аса илỹ тĕнчин алăкне уçса ячĕ.
Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар çав. Нина аппа Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчи Илья Алексеевичпа Софья Георгиевна Емельевсен çемйинче 1942 çулта кун çути курнă. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем: Владимир, Нина, Валя, Галя, Петя. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç çапăçнă. Аслă Çĕнтерỹ хыççăн киле йывăр сурансемпе таврăннă.
Вăрçă хыççăн та пурнăç калама çук йывăр пулнă-ха. Çавна пулах ача-пăча та ĕç патне пĕчĕккĕллех çыпăçнă. Нина та пĕрремĕш класран вĕренсе тухсанах çуллахи каникулта ашшĕпе, тетĕшĕпе пĕрле сурăх кĕтĕвĕ кĕтме тытăннă. Кăштах ỹссен çулла тырă, куккурус, пахча çимĕç анисене çумран тасатма çỹренĕ.
Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсан вара йăлтах ĕç ăшне путнă. Лашапа кĕлте турттарнă, молотилкăпа тырă çапнă, кĕлете тырă кĕртнĕ, сортировка тунă, çул-йĕр бригадинче вăй хунă, чул кăларма çỹренĕ. Çитĕнсе çитсен фермăра 4 çул пăру пăхнă. Шăпах çак çулсенче куç хывнă та ăна кỹршĕ районти Кивĕ Ахпỹрт каччи. Çапла Нина аппа 1966 çулта çак ял кинĕ пулса тăнă.
Мăшăрĕ, Василий Антонович Арланов, тракторист пулнă. Çĕнĕ çын качча килсенех бригадăра ĕçлеме тытăннă. Ỹркенмен вăл, бригадир ăçта ĕç хушнă, унта кайнă. Тĕп килте çулталăк пурăннă хыççăн уйрăлса тухса мунча лартса унта хĕл каçнă. Тепĕр йывăç пураран çĕнĕ çурт çĕкленĕ, хуралтăсем çавăрнă. Çичĕ çул уй-хир бригадинче, стройкăра ĕçленĕ хыççăн 16 çул фермăра пăрусем пăхнă. Мария Кошкина, Галина Осипова, Перасковья Антиповапа юнашар ĕçленине халĕ те ăшшăн аса илет. Килĕнчи лашипе сỹрелеме те çỹренĕ вăл, хирте ĕçлекенсем патне столовăй апатне те турттарнă. Мĕн чухлĕ парнене, хисеп хучĕсене тивĕçнĕ! Унăн сăн ỹкерчĕкне колхозри, районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕ.
Килĕштерсе пурăнакан çемье пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. 1995 çулта çемьене инкек килсе çапнă, мăшăрĕ сарăмсăр вилнĕ, Нина аппа тăлăх арăм пулса юлнă. Ачасемшĕн пурăнмалла _ çапла тĕллев лартнă вăл хăйĕн умне.
Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнăран ачисем те маттур çитĕннĕ. Кашниех хăйне валли çул суйласа илнĕ. Çунатсем çитĕнсен тăван килтен вĕçсе кайса йăва çавăрнă. Çемьеленсе ача-пăчаллă пулнă. Анчах хĕрарăмăн пурнăç экзаменĕ кунпа çеç вĕçленмен. Терчĕ-асапĕ тĕл пулсах тăнă. Аслă ывăлĕ, Сергей, йывăр чире пула çĕрĕ кĕнĕ. Мăшăрĕпе икĕ ачи тăлăха юлнă. Тепĕр темиçе çултан тĕпре пурăнакан Андрей ывăлĕ сарăмсăр вилнĕ. Унăн арăмĕпе виçĕ ачи юлнă.
Унтанпа пĕтĕм хуйха-суйха, йывăрлăха çĕнтерсе пĕчченех пурнăç çулĕпе утать Нина аппа. Райăпа Аля хĕрĕсем Комсомольскинче тĕпленнĕ, çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Таня кỹршĕ яла, Вăтаелне, качча тухнă, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр ỹстернĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Сăвакан ĕнисем çеç çиччĕ-саккăр, пăрусем йышлă.
Ватă енне сулăннă пулин те Нина Ильинична ĕçсĕр лармасть. Çу кунĕсенче пахчара кăштăртатать. Хĕрĕсемпе мăнукĕсем, ывăлĕн ачисем килсех çỹреççĕ, пулăшаççĕ, тунсăхлама памаççĕ, кинĕсем те манмаççĕ. Хăй те вĕсене вăй çитнĕ таран пулăшать.
Ял-йыш та хисеплет Н. Арланована.
_ Юлашки вăхăтра сывлăх япăхлана пуçларĕ-ха. Хăрах куç курмасть, юн пусăмĕ ỹсет. Турă панă пурнăçа сăваплă та сумлă пурăнса ирттересчĕ тетĕп те,_ çапла вĕçлерĕ Нина Ильинична хăйĕн сăмахне. Çапла пултăрччĕ.
В. МАЛЬЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)