03 июня 2015 г.
Иртнĕ эрнере пирĕн районта Турцинчен паллă çынсем пулчĕç. Вăл шутра филологи наукисен докторĕсем те, аслă шкулсенче вăй хуракан доцентсемпе ассистентсем те пур. Хăнасене районти централизациленĕ библиотека системин ĕçченĕсемпе пĕрле район админи__страци пуçлăхĕ Н. Глухов чăвашсен йăли-йĕркипе _ çăкăрпа, тăвар- па _ кĕтсе илчĕç.
Инçе çултан килнĕ хăнасем район аталанăвĕ, культура пурнăçĕ пирки тулли информаци илнĕ хыççăн Шăнкăртам тата Туçа ял тăрăхĕсенче пулса кунти тутар тата чăваш халăхĕсен йăли-мешехи, чĕлхе, культура аталанăвĕ пирки калаçу пуçарнă, хăйсен пурнăçĕпе паллаштарнă. Ăсчахсем вырăсла калаçмаççĕ иккен, вĕсене чăвашла калаçма çăмăлтарах. Тĕл пулусенче чăвашсемпе турккăсем чăвашла пупленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)