03 июня 2015 г.
Нумай ачаллă çемьесен шучĕ çулсерен хушăнса пырать. Республикăра çавнашкал 10 пин ытла çемье пурăнать, вĕсенче 33 пин ытла ача çитĕнет. 2300 çемьере 3000 яхăн усрав ача ỹсет.
Районта нумай ачаллă 513 çемье ачасен пособине илсе тăрать. Вĕсенче 1495ĕн ỹсеççĕ. 47 çемье хăй хỹттине 55 ачана илнĕ. 48 çемьере 74 усрав ача çитĕнет.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕнче çак кун Шăнкăртамри Марат Решитовичпа Гелусе Багдатовна Налибасен Тимур çуралнине регистрацилерĕç. Çак ятпа вĕсене райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыков саламларĕ, ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство пачĕ.
Анат Туçари шкул-садра Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли уяв "Эпир телейлĕ ачалăхшăн" ятпа иртрĕ. Малтанах шкул-сад директорĕ Н. Козлова пурне те ăшшăн саламларĕ. Унтан вăйăсем пуçланчĕç. Çитĕнекен ăру конкурссене те хастар хутшăнчĕ. Юмахри пурнăçа туйрĕç ачасем.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)