23 мая 2015 г.
Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине тăван халăхăмăр анлăн паллă турĕ. Уяв каçĕсем, тĕл пулусем ветерансен чунĕсене самаях хускатрĕç. Мускав хулинче иртекен парада вара кашниех тĕлĕнсе те ăмсанса пăхрĕ. Тĕрлĕ техникăпа киленчĕç. Салтакĕсем тата... Ретĕн, ретĕн, тăваткалăн-тăваткалăн, пĕр пек утăмпа...
Кивĕ Ахпỹрт ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевна Федорова вара вĕсенче хăйĕн мăнукне, Дениса шырарĕ. Ара, вĕльт те вĕльт утса иртекен салтаксем хушшинче кама сăнаса ĕлкĕрейĕн. Тата пурте пĕрешкел туйăнать.
Пĕр самантлăха шухăша кайрĕ Зоя аппа. Ашшĕне аса илчĕ. Николай Романович Мулюков та çак патвар та матур яшсем пекех пулнă-çке. Белорусси фронтĕнче хĕсметре тăнăскер, Берлина çитиех çитнĕ. Офицер пулнă. Ывăлĕсемпе мăнукĕсем кукашшĕн тумĕсене миçе хутчен тăхăнса пăхман-ши! Телевизорпа салтаксем çинчен кăтартакан передачăсене куç сиктерми пăхатчĕç. Кашниех маттур пулма тăрăшатчĕç. Виçĕ шăллĕпе икĕ ывăлĕ тивĕçне пурнăçларĕç, хальхи ачасем пек салтакран тарса çỹремерĕç.
Ахальтен мар ĕнтĕ вăтам шкул хыççăн вăталăх хĕрĕпе кĕрỹшĕн _ Надеждăпа Сергей Осиповсен _ ывăлĕ _ Дима _ Рязаньти сывлăш çар институтне çул тытрĕ. Кашни кунах тренировка, парашютпа сикесси, хул-çурăма тĕреклетмелли хусканусем... Чылай хисеп хутне тивĕçрĕ яш. Чи хумхануллă самант вара _ Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалланă парада хутшăнма чыс çĕнсе илни. Уйăха яхăн пынă хатĕрленỹ хыççăн каччă хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле Мускав урамĕсемпе утрĕ.
Халĕ Дима Иваново хулинче сывлăш çар полкĕнче тăрăшать, хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлать.
Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă парада хатĕрлеме Дима Осипов çамрăк лейтенанта вара взвод шаннă. Шаннине тỹрре кăларма чун-чĕререн тăрăшрĕ чăваш каччи. Салтаксем хăйсен вĕрентекенĕн ятне çỹлте тытрĕç, парадра сумлăн утса тухрĕç.
Димăн шăллĕ, Зоя аппан аслă хĕрĕпе кĕрỹшĕн, Любăпа Александр Титовсен ывăлĕ, Денис та Екатеринбург хулинче разведка çарĕнче хĕсметре пулнă хыççăн малалла çĕршыва сыхлама контракт çырса пиччĕшĕ патне Иваново хулинех сывлăш çар полкне çул тытрĕ (ỹкерчĕкре). Спорта юратни, пурнăçланă ĕçе вĕçне çитерме тăрăшни матур яша пулăшса пырать. Пиччĕшĕ пекех хастар, матур, пултаруллă вăл. Кулленхи хăнăхусем, хусканусем, кăмăл çирĕплĕхĕ Дениса çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тума пулăшса пырать. Ашшĕпе амăшĕн, кукашшĕпе асламăшĕн, тăванĕсен унпа чăнах та мухтанмалăх пур. Денис Мускавра иртнĕ кăçалхи юбилей парадне хутшăнма чыс çĕнсе илчĕ. Юлташĕсемпе пĕрле "Аслă Çĕнтерỹ-70 çул тултарнине халалланă парада хутшăннăшăн" медале тивĕçрĕ.
Çакăн пек матур каччăсемпе тăванĕсемпе пĕрлех Туçари вăтам шкулта вĕрентекенсем те мăнаçланаççĕ. Эппин, кунта вĕсен тỹпи те пур.
А. КУЗНЕЦОВА, ял библиотекин ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)