20 мая 2015 г.
Районти "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем хыçа юлчĕç. Унта пирĕн шкул та командăсем тăратнăччĕ. Чăрмавсем урлă сиксе каçса чупассипе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май "Пĕлетĕн-и эсĕ..." çарпа патриотла викторинăра, "Эпĕ _ Раççей гражданинĕ" конкурсра, теори тупăшăвĕнче пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илтĕмĕр. "Хỹтĕлев", "Çул-йĕр паллисене пĕлекенсем", "Командир малта пырать" конкурссем те ăнăçлă пулчĕç, иккĕмĕш вырăнсемпе савăнтарчĕç. Саккăрăшĕнпе виççĕмĕшне тухрăмăр, пĕтĕмĕшле вара çак вырăнпах çырлахма тиврĕ.
Шкулта çарпа патриотла воспитани парас, ачасене сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме тăрăшатпăр. Çакна ачасем конкурссенче çĕнсе илнĕ малти вырăнсем те уççăнах çирĕплетеççĕ.
В. КОЗЛОВ, Туçари вăтам шкулти физкультурăпа ОБЖ руководителĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)