Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми _ ĕмĕр асăнмалăх

20 мая 2015 г.

 Т ĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнине паллă тунă кунсенче Туçари вăтам шкулта пĕлтерĕшлĕ акцисемпе мероприятисем сахал мар йĕркеленĕ. Вĕсем хушшинче ял тăрăхĕпе пĕр шухăшлă пулса пурнăçланă ырă ĕçсем те сахал мар. Акă, иртнĕ эрнере çеç Тутар Тимешĕнче пурăннă вăрçă участникĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. Гисметдиновăн çурчĕ çине асăну хăми вырнаçтарнă.

Вăрçă вут-çулăмне хăй куçĕпе курнă, унăн терт-нушине, синкерлĕхне чĕре витĕр кăларнă тава тивĕçлĕ вĕрентекен шкул директорĕнче çеç 52 çул вăй хунă! Кун пек ырă тĕслĕх Чăваш Енĕпе те çук. Унăн хисеплĕ ячĕ "Вилĕмсĕр полкрисен" хушшинче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ. Çапла пулма аксакалăн тепĕр сăлтав та пур. Хальхи вăхăтра вăтам шкулта Минсагир Гисметдинович ячĕллĕ стипендие виçĕ вĕренекен илсе тăрать. Юстицин генерал-майорĕ Газис Минсагирович ывăлĕ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ пархатарлă ĕçĕ те ашшĕн çутă сăнарне манма памĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика