Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăлакассинчи Пăлаки аппа _ 100 çулта

08 мая 2015 г.

Кашни кунах ирпе тăрать те Пăлаки аппа Турăран куна тĕрĕс-тĕкел ирттерсе яма, ачисене, мăнукĕсене упрама, сывлăх пама ыйтать. Ват çын ыйтни, пехилĕ çитет, теççĕ халăхра, çавăнпах кашнийĕн ятне ăшĕнче асăнать. Унăн вара вĕсем нумайăн: пилĕк мăнук, 8 кĕçĕн мăнук, пĕр кĕçĕн мăнукĕн ачи. Тата та ытларах пулма пултарнă, анчах вăрçă мĕн пур ĕмĕте вăхăтсăр татнă.

Ултă ачаллă çемьере, Кивĕ Катек ялĕнче 1915 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче кун çути курнă П. Суркова. Малтанласа кун-çул хăй еккипе шунă: тырă акнă, вырнă... Анчах ашшĕ вăхăтсăр вилнĕ хыççăн йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ. Çиме çăкăр та пулманран хĕвелçаврăнăш хывăхĕнчен пĕçернĕ пашалупа тăраннă. Амăшне пулăшас тесех шкулта та 6 класс кăна пĕтернĕ. Вăл аслисемпе тан колхозра ĕçлеме пуçланă. Çулĕпе çамрăккине пăхмасăрах Улатăра çити вăрман касма янă. Унта Пăлаки аппа икĕ çул вăй хунă.

_ 1936 çулта пулас мăшăрăмпа паллашрăм. Юлташ хĕрĕпе кино курма кайнăччĕ, вăл пирĕн яла пынă пулнă. 1937 çулта мăшăрлантăмăр. Упăшкан ашшĕпе амăшĕ тĕреклĕ хуçалăхлă çынсем пулнă, анчах вĕсен пурлăхне патшалăх туртса илнĕрен çĕр пỹртре кăна пурăнатчĕç. Упăшка та çакăнтанах вăрçа тухса кайрĕ. Икĕ ачапа тăрса юлтăм. 1942 çулта Санька вилни пирки хут килчĕ, _ терĕ куççульне шăлса ĕç ветеранĕ.

Тăшмана çĕнтерессишĕн тылри мĕн пур халăхпа пĕрле тăрăшнă Пăлаки аппа. Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах фронта валли алса-чăлха çыхнă.

Вăрçă хыççăн тин Пăлаки аппа пăянамăшĕпе пăятамăшĕ, тăванĕсем пулăшнипе мунча пысăкăш çурт лартнă. Вăрçă вăхăтăнче тата ун хыççăнхи çулсенче пурте пĕр ĕмĕтпе пурăннă _ çĕнтерĕве хăвăртарах çывхартассишĕн, каярах арканнă çĕршыва ура çине тăратассишĕн. Çиме çăкăрĕ çитмесен те, тăхăнма тумĕ пулмасан та никам та нăйкăшман. П. Суркова йывăрлăхсене çĕнтерсе ывăлĕсене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паян вăл Иван ачипе тата кинĕпе пурнать.

_ Ачасем мана питĕ лайăх пăхаççĕ. Кинпе пĕрле 55 çул пурăнатпăр. Мăнуксем те куç тулли пулнăран савăнатăп. Нихăçан та хам 100 çул тултарасса шухăшламан. Турри мана мăшăршăн та пурăнтăр, тет пуль.

Хама çакăн пек сума сунăшăн пурне те тав тăватăп, сирĕн те ман çула çитмелле пултăр, _ терĕ П. Суркова район администраци пуçлăхне Н. Глухова, социаллă хỹтлĕх пай начальникне Н. Никитинăна, Туçа ял тăрăх пуçлăхне А. Перепелкина, Туçа ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председательне А. Мальцевăна. Николай Иванович Пелагея Васильевнăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Пу-тин янă çырăва вуласа пачĕ. Тыл ветеранне ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн, мирлĕ пурнăç тума пулăшнăшăн тав турĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика