Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçна ан ус пилешĕм, Шух çил вĕрет, пĕлетĕп…

08 мая 2015 г.

Урамалла тухакан виçĕ чỹрече умне кĕреш евĕр виçĕ ывăлĕпе юратнă мăшăрĕ лартса хăварнă йăмрасенчен пĕри те паянхи куна упранса юлаймарĕç... Мăн çын хăлаçне те кĕрейменскерсем, пĕрин хыççăн тепри çил-тăвăл мăшкăлĕ пулчĕç, хуçăлчĕç, хăрчĕç, типрĕç... Вĕсене лартнăранпа шыв-шурĕ те самаях юхса иртрĕ-çке: 75 çул та çитет! Эпĕ ас тăвасса вара "йĕрекен йăмрасен" чăн-чăн чăвашла ячĕсем те пурччĕ: Куçча, Микуль, Çумкка, Мĕтри. Кукамай хỹхленĕ чухне калакан сăвă йĕркисен ылмашăвĕ çак сăмахсенчен çеç тăратчĕ...

Туçара пурăнакан Л. Петрова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине виçĕ ывăлĕпе мăшăрне черетпе кăларса янă, анчах та хуйхăпа кỹтсе хытнă чунне кăштах та пулин пушатма пĕри те каялла таврăнман. Кĕтрĕ, кĕтрĕ вăл вĕсене, куçĕ хупăнса юлашки сывлăшĕ тухичченех тилмĕрсе кĕтрĕ... Шел, çак туйăм кăлăхах пулчĕ. Улталанчĕ кукамайăм. Ватă çынна хура шăпа мĕн çĕре кĕричченех чунне кăшларĕ, вĕри куççулĕ пичĕ çийĕн йăр та йăр юхса ватлăх йĕрне вăхăтсăрах тĕрлерĕ. Виçĕ ывăл çуратса виçĕ сăпка сиктерни, çупăрласа ỹстерни хаяр тăшманшăн çеç пулчĕ. Унсăр пуçне ĕмĕрне тăлăх арăм пулса ирттерме тиврĕ тата. Калама та, шутлама та йывăр. Хуйха-суйха вăл пĕр тĕпренчĕкĕпе - юратнă Саня хĕрĕпе _ çеç пайлайрĕ.

1418 кунпа çĕр Çурçĕрти Пăрлă океантан пуçласа Хура тинĕс таранах сарăлнă фронтсенче пирĕн ентешсем, ĕнерхи колхозниксемпе учительсем тата ыттисем те разведчик, связист, танкист, пулеметчик... пулса ирсĕр тăшманпа çапăçнă. Тури Туçаран вăрçа хутшăннă 228 ентешрен 102-шĕн шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă. Любовь Александровна Петрова çемйине те вăл тĕпĕ-йĕрĕпе тенĕ пек аркатнă. Дмитрий Кузьмич (1991 _1995 çулсенче район администрацин пĕрремĕш пуçлăхĕ пулнă Василий Петровăн ашшĕ) виççĕмĕш хутчен ашшĕ пулма хатĕрленнĕ чухне алла пăшал тытнă, хĕрỹ çапăçура вăл вăрçă пуçланнă çулхинех пуçне хунă. Николай Кузьмич танкист тăшмана тапăнса кĕнĕ чухне танк ăшĕнчех çунса вилнĕ. Ялта бригадиртанах салтака кайма ят тухнă вун çиччĕри Семен Кузьмич вара çемье çавăрма мар, пурнăç тути-масине туймасăрах хаяр çапăçăва кĕнĕ. Днепр юхан шывĕ урлă каçнă чухне вĕсен танкĕ экипажĕпех шыва кайнă-мĕн. Кун пирки кукамай виличчен пĕлсе те ĕлкĕреймерĕ. Хыпарсăр çухалнă ывăлĕн шăпине Украинăри çамрăк йĕрлевçĕсем шыраса тупма пулăшнă. Виçĕ ывăл çичĕ ютри виçĕ çĕрте канлĕх тупнă. Ашшĕ те, Кузьма Митрофанович, вăрçă хыççăн ытти хăш-пĕр салтаксем пек ялти уй хапхинчен мăнаçлăн утса кĕрсе мăшăрĕпе тĕпренчĕк хĕрне савăнтарайман. Каллех синкерлĕ шăпи ура хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул тултарнă кунхине эпир хамăр паттăр салтаксене, тăванăмăрсене ятран аса илмесĕр тăма пултараймастпăр. Ку вăл пирĕн, чĕррисен, таса тивĕçĕ. Çак хисепе тĕпе хурсах эпир те, Петровсен мăнукĕсем тата вĕсен ачисем, Тури Туçари аслă урамра куçран çухалнă йăмрасем вырăнне малашлăх пурнăçа шантаракан пилешсене, юнашарах куккасене асăнса тăватă туя йывăççине лартса аллея уçрăмăр. Хамăн юратнă куккасемпе кукаçи канлĕхĕшĕн çурта çутса паян çапла калас килет:

"Ан ус пуçна, пилешĕм,

шух çил вĕрнĕ чухне те!

Мăнаçланмалăх пур сан сăлтаву!"

Альбина ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика