30 апреля 2015 г.
ЮХМАПА ПĂЛА тăрăхĕнче спорт каçалăкĕнче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвакансем сахал мар. Нумай пулмасть, акă, Нăрваш Шăхаль каччи, Чăваш ялхуçалăх институчĕн 2-мĕш курс студенчĕ Дима Давыдов 32 килограмлă кире пуканне икĕ енлĕ йăтса 111 очко пухнă. Çапла вара 19 çулти каччă Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Унсăр пуçне вăл армспорт (алă вăйне виçессипе) те пĕрремĕш разрядлă спортсмен шутланать.
Пултаруллă спортсменăн малтанхи тренерĕ унăн ашшĕ, СССР спорт мастерĕ, Патăрьелĕнчи спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Александр Давыдов. Хальхи вăхăтра вара ăна Европа чемпионĕ, тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, Чăваш ялхуçалăх академийĕн тренер-преподавателĕ Борис Глинкин хатĕрлет. Вăл хамăрăн ентеш, Туçа чăвашĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)