22 апреля 2015 г.
Çапла танлаштарас килет Туçара çуралса, кунтах тымар ярса пурăнакан В. Салмин (ỹкерчĕкре) кун-çулне. Июнь уйăхĕнче вăл шăпах 70 çул тултарать. Хыткан та вăр-варскер, çамрăксенчен уттипе те, чуппипе те, ĕçĕпе те юлмастех. Хаяр çил-тăманлă кун та Валерий Иванович 25 çухрăма чупма, чĕркуççине хуçлатса темиçе теçетке ларса тăма, сцена çине тухса авалхи юрăсене шăрантарма... пултарать. Кам калать паянхи ветеран 70 çулта тесе?
_ Чун ялан 17ре, теççĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни ватăлтармастех. Ял тăрăхĕнче, районта, республикăра çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртусене кашнинех хутшăнма тăрăшатăп. Вăрăмрах дистанцие чупнă чухне финиша кĕнĕ май кăштах вăй чакать, спорта юратакансем маншăн "чирлени" кăмăла çĕклет. Кăкăр тулли уçă сывлăшпа сывласа яни хавхалантарăва çĕклет,_ тет спорт ветеранĕ.
В. Салмин паян кирек хăш енĕпе илсен те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, экономика наукисен шыравçи, тĕпчет, çырать. Ял малашлăхĕ, коллективлă ял хуçалăх предприятийĕсен шăпи, килти хушма хуçалăха аталантарасси, бизнес... интереслентерет ăна. Çак ыйтусемпе наукăпа практика конференцийĕсенче миçе хутчен тухса калаçман-ши! Хăйĕн шухăш тĕшшисене республикăри, районти хаçатсенче кун çути кăтартнине те вырăна хумалла.
Тĕрлĕ организци картлашки çине пусма тивнĕ Валерий Ивановича. Ĕç биографине вăл кỹршĕллĕ Елчĕк районĕнчи Кушкăри шкулта физика, акăлчан чĕлхи, истори учителĕнчен пуçланă. Пуçарулăхĕпе пултарулăхне кура шалти ĕçсен пайĕн ача-пăча инспекторне, вĕрентỹ пайĕн шкул ачисене профориентаци тата воспитани паракан инспекторне çитнĕ.
1972 çулта Чăваш патшалăх университечĕн, 1984 çулта ял хуçалăх институчĕн, 1991 çулта Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх институчĕн дипломĕсене алла илнĕ ентеш. Икĕ хутчен район Совечĕн, темиçе хутчен те ял Совечĕн депутачĕсене суйланнă.
Цифрăсене "шĕкĕлчеме" вара Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхозра пуçланă. Сакăр ялтан тăракан хуçалăх экономикине тытса пыма ăсталăхĕ кирлех пулнă. Каярахпа "Родина" колхозра, "Тойси" кооперативра, районти статистика пайĕнче тĕп экономист тивĕçĕсене пурнăçлани те пурнăçра сахал мар ырă йĕр, асаилỹ хăварнă. Пĕр тапхăр район администрацийĕн ревизорĕнче те тăрăшнă Валерий Иванович. Районти "Авангард" хаçатра экономика пайне те ертсе пынă. Пĕр вăхăт Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн экономика дисциплинисен кафедринче аслă преподаватель шутланнă. "Батыревский" акционерсен пĕрлешĕвĕн тĕп экономист тĕнче вăй хуни те статьясем, рефератсем çырма пулăшнах. "Село: человек на гребне реформ (с переломных 90-х до наших дней)" кĕнеки вара паха тупра. Сăмах май çакна та палăртмалла. Çак кунсенче Валерий Иванович хăйĕн мĕнпур пуянлăхне _ ал çырăвĕсен, реферачĕсен, тĕпчев ĕçĕсен пуххисене, кĕнекисене, çемье архивĕн пĕр пайне _ районти тĕп библиотекăна илсе килчĕ. Кунти курав агропромышленность комплексĕнче вĕренекенсене, шкул ачисене, тивĕçлĕ канăва тухнисене, ĕçлекен çамрăксене, аслăрах çынсене кăсăклантарчĕ. Теприсене авторпа куçа-куçăн курнăçни те савăнтарчĕ.
_ Халĕ эпĕ хамăн эссесемпе ĕçлетĕп. Çакă вăл иртсе кайнă кун-çула тишкерни тата малашлăха ĕмĕтленни. Аграри реформи, çĕр хутшăнăвĕсем интереслентереççех мана. Килти хушма хуçалăха аталантармалли пĕр гектар çĕрпе усă курассине шăпах Туçа ял администрацийĕн ертỹçинче ĕçленĕ чухне пуçăнтăмăр мар-и? Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем нумай. Çакă этемĕн ĕçлĕ кун-çулĕ малалла тăсăлнине яр-уççăн çирĕплетет, _ тет В. Сал-мин.
Тăван ен историйĕ, унăн çыннисем, рессурсĕсем интереслентереççех ентеше. Ку енĕпе пухнă материалсемпе сăн ỹкерчĕксем те пур куравра.
Валерий Иванович Туçа ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн, вăтам шкулăн управляющи канашĕн председателĕ, "Çăкăр" музей совечĕн членĕ, районти ветерансен канашĕн ертỹçин çумĕ, чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн членĕ.
Мăшăрĕпе, Полина Кирилловнăпа, виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. 5 мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ.
Ăрăва малалла тăсакансем те ăслă-тăнлă. Наташа Раççейри социаллă гуманитари институтĕнче, Надежда Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Амăшĕ те вăрăм ĕмĕрлĕ пулчĕ. Вуннăмĕш теçеткене капашнă пулин те районти "Авангард" хаçатăн кашни номерне вулатчĕ (йывăр тăпри çăмăл пултăр). Валерий Иванович та район хыпарĕсене хăй çеç вуланипе çырлахмасть, унти материалсем пирки сахал мар калаçу хускатать.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)