04 апреля 2015 г.
Тĕнчери сывлăх кунне кăçалхипе 65-мĕш хут ирттереççĕ. Унта 195 çĕршыв хутшăнать. Ку хутĕнче ăна чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене халаллаççĕ. Вăл "Апат-çимĕç продукчĕсен сиенсĕрлĕхĕ" темăпа иртет. Унăн чĕнĕвĕ те çакнашкал: "Фермăран турилкке çине çитекен продуктсем хăрушлăх кăларса ан тăратчăр". Мĕне пăхăнмалла-ха апла пулсан? Апат-çимĕçе тирпейлĕ упрамалла. Çиме хатĕрленисене чĕрĕ тавартан айккинче тытмалла. Ăшăтнă чухне те кирлĕ температурăна пăхăнмалла. Çиме е ĕçме усă куракан шывпа продуктсем сиенсĕр пулччăр. Тĕнчери сывлăх кунĕ тĕрлĕ секторта ĕçлекен çынсене, фермерсене, тавар туса илекенсене, суту-илỹ, медицина ĕçченĕсене тата туянакансене çỹлерех хускатнă ыйту çине тимлĕх уйăрма хистет те ĕнтĕ. Сĕтел хушшинеъ
Шута илĕр!
Кун тăршшĕнче 1000 килокалори çисен виçĕ уйăхра 14 кило таран ỹт хушма пулать. Рациона 300-600 килокалори чакарсан эрнере 300-600 грамм таран чакма пулать.
Велосипедпа сехете яхăн ярăнсан 600 калори çухалать. Теннисла выляни, çуран чупни те усăллă. Ташлани, пахчара ĕçлени, волейболла е футболла выляни 450 килокалори, хăвăрт утни 200 килокалори чакарать.
Какай çиме юратакансем _ организма пусахлама кăмăллакансем. Хăйсен тĕллевне пурнăçлама вĕсем кирек мĕнле мелпе те усă курма хатĕр. Çемьере чăкăлтăш, тăтăшах канăçсăрланаççĕ. Пуянлăхшăн çунса миокард инфаркчĕ, инсульт çаклатаççĕ, ват хăмпинче чул пухăнни те сайра мар.
Т. РУБЦОВА, Туçа офисĕн терапевчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)