25 февраля 2015 г.
Кивĕ Ахпỹртри культура çуртĕнче районти старостăсен пĕрремĕш слечĕ иртрĕ. Ăна уçнă май район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов сăмах илсе влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва тытса пыракан лидерсен пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кашни касри, урамри, ялти проблемăсене витĕр пĕлсе тăраканскерсем вĕсем. Старостăсен пуçарăвĕпех тирпей-илеме тытса тăма та, тăкăрлăксемпе кассене тикĕс çул сарассине йĕркелеме те, хĕллехи вăхăтра вĕсене кирлĕ пек юртан тасатма та... пулать вĕт-ха. Районта çакнашкал пуçаруçăсем сахал та мар.
Николай Иванович сăмахне малалла Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешỹсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. Николаев тăсрĕ. Станислав Андреевич Патăрьел районĕнчи старостăсен ĕçĕ республика шайĕнче те тĕслĕхлĕ пулнине палăртрĕ. Малалла обшествăлла ĕçĕн пĕлтерĕшне тата ỹстермелли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Çакнашкал слетсем халиччен республикăра 12 районта иртнине каларĕ. Ял тăрăхĕсен пурнăçне Федераллă Саккунăн 131-мĕш статйи чылай улшăнусем кĕртнине палăртрĕ. Ăна пурнăçлас тесен вара хамăрăн çанă тавăрсах ĕçлемелле.
Старостăсене ял халăхĕ суйлать. Вĕсем, паллах, хăйсен лидерĕ пулма чи тивĕçлисене шанаççĕ. Енчен те вăл пуçаруçă пулмасан ĕç малалла каймастех. Шăпах çак ыйтăва çĕклерĕ Аслă Чемен ял тăрăхĕн ертỹçи Г. Медведев хăйĕн сăмахĕнче.
_ Депутатсен 10 округĕ пирĕн. Кашнийĕшĕнчех старостăсем пур. Халăх тарçисемпе общественниксем пурте пĕрешкел ĕçлеççĕ теме çук. Анчах пуçаруллисенчен сахал мар тĕслĕх илеççĕ. Акă 2010 çулта кỹлĕсемпе пĕвесем типрĕç. Вут-кăвартан хăрушă-çке. Халăх кар тăрса 6 çĕнĕ кỹлĕ чаврĕ. Пĕрин ырă пуçарăвне тепри пурнăçа кĕртетех. Çавăнпа ку енĕпе пире ĕçлеме те çăмăл,_ терĕ Гаврил Федорович.
Ишлĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Юркина та хăйсен енче ĕçлĕхлĕ халăх пурăннине, старостăсен тăрăшулăхĕпе кирек хăш ĕçе те пуçăнма май пулнине çирĕплетрĕ.
Патăрьел ял тăрăхĕн ертỹçи А. Моисеев администраци çумĕнчи канашçăсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçленине палăртрĕ.
Слета хутшăннисем "Батыревский" муниципаллă полици пайĕн ертỹçин çумĕ В. Киргизов, районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Тукмаков, Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Фомин, Ясная Полянăри Г. Федоров, Кзыл Чишмари А. Салимгереев старостăсен сăмахĕсене итлерĕç.
_ Çынран мĕн те пулин ыйтас тесен хăвăн кăтартуллă пулмалла, _ терĕ сăмах илсе Туçа ял тăрăхĕн депутачĕ, Кивĕ Ахпỹрт ял старости А. Логунов.
_ Ял канашне турăмăр эпир. Уйăхра пĕрре пухăнатпăр. Кирек хăш ыйтăва та малтан çакăнта çĕклетпĕр. Кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте çỹп-çап тăкассине йĕркене кĕртрĕмĕр. Техника çителĕклĕ ялта. Лашасем те пур. Мĕншĕн хамăр пурăнакан вырăна сăнран ямалла?
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май аллея уçасшăн. Ертсе пыракан пулсан халăх ĕçлетех. Старостăсем ял пуçлăхĕсен пулăшуçисем пулнине çирĕплетрĕç слетра.
Вĕсен институчĕ кирлине палăртрĕç. Удостоверенисем туса пама вăхăт иккенне пĕлтерчĕç. Тăрăшуллă старостăсен ĕçне республика тата район шайĕнчи Хисеп грамотисемпе хакларĕç.
Слета хутшăннисене ялти юрă ăстисем çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç.
Фойере А. Капитонова библиотекарь йĕркеленĕ Литература тата К. Иванов çулталăкне çутатакан кĕнеке выставки ĕçлерĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)