Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умлă-хыçлă пушар тухнă, çухату тỹснĕ, тăкак курнă

07 февраля 2015 г.

 ÇАК кунсенче Туçа ял тăрăхĕнче умлă-хыçлă икĕ пушар пулнă. Малтанхи тăр кăнтăрлах Вăтаелсене ура çине тăратнă. Яковлевсен пỹртĕнчен тĕтĕм йăсăрланнине чăн малтан хăйсен тăванех асăрханă-мĕн. Вут хыпса иличчен пỹрте кĕрсе çынсене кăларнă. Анчах... Кая юлнă. Кил хуçипе тепĕр кỹршĕ арçынни тĕтĕмре чыхăнса вилнĕ. Сăлтавĕ _ ĕçкĕ-çикĕпе туслăскерсем, вырăн çинчех чикарккă мăкăрлантарни. Чылай чухне вара унăн вĕçĕ çапла синкерлĕ вĕçленет те. Сăмах май каласан, кăçал çак сăлтавпах Кзыл Камышра пĕр арçыннăн пурнăçĕ татăлнă.

Районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем тĕпченĕ тăрăх Анат Туçари "Звезда" хуçалăхра пăру витинче сасартăк хыпса илнĕ вут сăлтавĕ _ электрооборудовани кивĕ пулни. Юрать-ха, инкеке вăхăтра парăнтарнă, выльăхсене пурне те витерен кăларнă, пушара сỹнтерме васкавлă службăн çичĕ ушкăнĕ тăрăшнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика