04 февраля 2015 г.
ТУÇАРИ вăтам шкулта асра юлакан ырă йăла-йĕрке сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ выпускниксен тĕл пулăвĕ. Кашни çулах тĕрлĕ çул шкултан вĕренсе тухса кайнисем хăйсен иккĕмĕш кил тĕпелне пуçтарăнаççĕ, чи кăсăклă вăхăтсене аса илеççĕ, пĕр-пĕринпе курнăçса чуна пусараççĕ тата... Тата чуна хумхантаракан кĕвĕпе вальс çаврăнаççĕ, юрлаççĕ-ташлаççĕ, çитĕнекен ăру пултарулăхне пăхса савăнаççĕ. Хальхи тĕл пулăва та çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вĕренекен студентсемпе аслăрах çулхи выпускниксем йышлăн пуçтарăннă, яланхиллех тăван шкул çитĕнĕвĕпе, ỹсĕмĕпе мăнаçланнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)