31 января 2015 г.
Тата тепĕр çулталăк, 2014 çул, хыçа юлчĕ. Китай гороскопĕпе вăл Лаша çулĕччĕ. Урхамах _ ял хуçалăх выльăхĕ, çавна май агропромышленность комплексĕшĕн мĕнлерех пулчĕ-ши? Анат Туçари "Звезда" ЯХПК ертỹçипе В. Кузнецовпа çак ыйтăва тата ыттисене те пуçартăмăр.
_ Валерий Леонидович, иртнĕ çулталăка пĕтĕм-летсе мĕн каланă пулăттăр?
_ 2014 çул пуçламăшĕ пирĕншĕн çăмăлах пулмарĕ. Маларахри кунĕсем типĕ тăнăран, нумай çул ỹсекен курăксем йĕркеллĕ çитĕнейменрен, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеймерĕмĕр. Анчах йывăрлăхран пĕрех тухрăмăр. Ĕне-выльăх валли ют тăрăхран утă туянтăмăр, çавăн пекех рациона комбикормпа тата ытти витаминлă апатпа пуянлатрăмăр. Пĕлтĕр выльăхсене хĕл каçарма çимелли çителĕклĕ янтăларăмăр. Улăма та ферма çывăхнех турттарса хунă.
Кăтартусем начар марри те выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх çителĕклĕ уйăрма тăрăшнине çирĕплетет пулĕ тесе шухăшлатăп. Пĕтĕмĕшле илсен Лаша çулĕ аван иртсе кайрĕ. Йывăрлăхĕсем пулчĕç-ха ĕнтĕ: çу типĕ те шăрăх килчĕ. Вăл пирĕнтен килекен япала мар. Эпир вара хамăр мĕн тума пултарнине вăй çитнĕ таран пурнăçлама тăрăшрăмăр.
_ Кăтартусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха...
_ Паяна хуçалăхра ĕне-выльăх 340 пуç, унтан 160 сăваканни. Çулталăкра пĕр ĕнерен вăтамран 5530 килограмм сĕт сунă. Пăрусен ỹт хушаслăхĕ те 2013 çултинчен лайăхрах. Паллах, выльăхсене валли çуллахи лагерь тунин те усси пысăк. Чĕлхесĕр янаварсем кĕр-куннечченех унта тăраççĕ.
Пĕр вăхăт сысна фермине пĕтерес шухăш та пурччĕ, анчах аш-какай хакĕ ỹснине шута илсе халь йыша ỹстерме палăртрăмăр. Паяна сысна 300 пуçа яхăн. Витене юсаса тирпейленĕ, ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Амасене çитерме кĕркунне халăхран кавăн та туянтăмăр.
_ Ỹсен-тăран отраслĕнче ĕçсем еплерех? Пĕлтĕр тыр-пул пĕр гектартан 28 центнер тухрĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене хамăр вăйпах пухса кĕрт-рĕмĕр. Хирте икĕ "Дон" ĕçлерĕ. Кĕркунне те пур анана та сухаласа хăвартăмăр. 200 гектар тулă тата 60 гектар ыраш акса хăварнă. Çавăн пекех эпир силос валли куккурус та çитĕнтерепĕр. Пĕлтĕр вăл 35 гектар йышăннăччĕ, кăçал унăн лаптăкне 75-е çитересшĕн. Вăрлăх туянма укçа куçарнă. Нумай çул ỹсекен курăксенне те çĕнетнĕ. Паян хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене сортировка тăватпăр.
_ Çĕрпе тухăçлă ĕçле-ме техника та хăватли кирлĕ. Сирĕн хуçалăхра ку тĕлĕшпе еплерех?
_ Парка юлашки 3-4 çулта йăлтах çĕнетрĕмĕр. Икĕ МТЗ-1221 маркăллă трактор, икĕ Т-150, ултă Беларус паян тесен паян хире тухса ĕçлеме пултараççĕ.
_ Валерий Леонидович, чылай ял хуçалăх предприятийĕнче кадр ыйтăвĕ çуллен çивĕчленет. Сирĕн хуçалăхра еплерех?
_ Хуçалăхра ĕçлекенсенчен нумайăшĕн тивĕçлĕ канăва каймалли çулĕ çывхарса пырать. Çамрăксем сахалтараххи питĕ пăшăрхантарать. Тепĕр 4-5 çултан хирте те, фермăра та кам тăрăшĕ? _ Тен, çакă ĕç укçи вăхăтра паманнипе çы-хăннă?
_ Шалу кашни уйăхрах парса пыратпăр. Ĕçлекенсене хавхалантарма натура тỹлевĕ те пур. Акă, ĕне ферминче тăрăшакансене, çулталăкра 320 кун вăй хунисене, пăру патăмăр. 16-ăн ăна илчĕç.
_ Кăçалхи ĕç планĕпе кĕскен паллаштараймастăр-ши?
_ Пăрçа çĕнĕрен акма пуçласшăн. Ăна 50-60 гектартан кая мар никĕсе хывасшăн. Вăрлăхне çак кунсенче илсе килмелле. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне 8 гектара çитересшĕн. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме комбайн туянма палăртатпăр.
Хамăн шухăшăма республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев иртнĕ эрнере Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ патне тухнă уçă Çырăва хакланипе вĕçлесшĕн. Питĕ тимлĕ паллашрăм эпĕ унпа. Хуçалăхри коллективсенче те сỹтсе яврăмăр. Михаил Игнатьев яланхиллех кăткăс, анчах пурнăçламалли ыйтусемпе тĕллевсем пирки каларĕ. Йывăрлăхсене парăнтарса ĕçлекен çеç хăйĕн вăйне туять. Пирĕн вара вырăнсенче йĕрке тумалла, производствăна ỹстермелле, ĕç вырăнĕсене хушмалла... Çавăн чухне çеç пурнăç лайăх пулĕ.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)