28 января 2015 г.
Кирек хăш вăтам шкулти вун пĕрмĕш класра вĕренекеншĕн те Литература çулталăкĕ пĕлтĕрех пуçланнăн туйăнать. Мĕншĕн тесен кăçалхи пулас выпускниксем унпа сочинени çырчĕç. Питĕ пĕлтерĕшлĕскер вăл. Тĕрĕслеве "зачет" тесе хак панисене çеç патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене кĕртеççĕ. Çавна май аслă класра вĕренекенсен ытларах произведени вулама тỹр килчĕ. Вĕсемпе пĕрлех вырăс литературине вĕрентекен учительсен те çанă тавăрма тиврĕ. Ку енĕпе Туçари вăтам шкулта вĕренекенсен пăшăрханмалли пулмарĕ. Чĕрĕк ĕмĕр педагогика анине сухалакан Р. Ямалетдинова тăрăшулăхĕ сая каймарĕ.
Çак кунсенче шкулта Литература çулталăкне уç-рĕç. Вăл вырăс чĕлхипе литература вунăкунлăхĕ тапхăрĕпе пĕр килчĕ. Мероприятине пуçласа шкул директорĕ П. Шашкин пĕлтерĕшлĕ çулталăк çинче чарăнса тăчĕ. Тăххăрмĕшсем вара Литература çулталăкĕн логотипĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. О. Табакова вĕрентекен палăртнă ĕçсен черетне çутатрĕ. Вĕренекенсем А. Чеховăн 155 çулне халалласа электронлă хаçатсем кăларчĕç. Библиотекăра кĕнеке выставки хатĕрленĕ. Çавăн пекех çыравçă пултарулăхĕпе викторинăна та хутшăнма май пулчĕ.
Çĕнĕ çулталăк старт илчĕ терĕмĕр. Палăртнă ĕçсем вара темĕн чухлех. Вĕсене кашни ача, кашни класс хутшăнатех. Ашшĕ-амăшĕпе ирттерекен пĕрлехи мероприятисем те пур. Акă, кĕçĕннисем "Эпир çыравçă патĕнче хăнара пултăмăр..." ỹкерчĕксен выставкине хатĕрленеççĕ. Аслăраххисем "Тăван тавралăх 19 ĕмĕрти вырăс поэчĕсен сăввисенче" проекта хỹтĕлесшĕн. Кĕнеке страницисенчен сцена çине тухакансем те пулаççех. Литература сăнарĕсен парачĕ иртмелле.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ пулать. Астăвăм урокĕсем иртмелле. Шкул музейĕнче фронтран килнĕ виç кĕтеслĕ çырусем упранаççĕ. Вĕсене ятарлă сценарипе сцена çинчен вуласа ачасем патне çитересшĕн.
Çитĕнекен ăрăвăн хă-йĕн пултарулăхĕ те пур. Чылайăшĕ сăвă-калав çырма ăста. Хăшĕ-пĕри М. Табакова ертсе пыракан кружока çỹреççĕ. Мария Зиновьевнăпа В. Яковлева вĕрентекенсем пулăшнипе ачасем шкул хаçачĕ кăларса тăраççĕ.
Календарьсем, стендсем, литература буклечĕсем хатĕрлесси çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Шкул юбилейĕ тĕлне (декабрĕн 16-мĕшĕ) кĕнеке кăларасшăн пулнине палăртрĕ П. Шашкин директор. Унта шкулта ĕçлекен педагогсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çуталĕ.
Вĕрентỹ планĕнче учительсем Литература çулталăкне халалланă уçă уроксем ирттерме палăртнă. Вĕсене методика пĕрле-шĕвĕн членĕсене чĕнеççĕ.
_ Ачасемпе çулленех ĕçлетпĕр-ха. Предметсен олимпиадисене ирттеретпĕр. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче вырăс литературипе 7 класри И. Глинкина, 10 класри Е. Перепелкина (вĕрентекенĕ А. Мулюкова), вырăс чĕлхипе 8 класри А. Плешкова, 10 класри Е. Плешков, чăвашлипе А. Плешкова (вĕрентекенĕ М. Табакова), тăван литературăпа 7 класри А. Шашкина (В. Яковлева), тутар чĕлхипе 11 класри Д. Салиевапа Ф. Фасхутдинова (Р. Ямалетдинова) район шайĕнче малти вырăнсене тата призерсен шутне кĕчĕç. Литература çулталăкĕнче вара кăçал ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи мероприятийĕсене ирттерессине тĕпе хурасшăн,_ тет директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ П. Мулюков.
Вырăссен паллă çыравçисене Б. Пастернака, П. Ершова, С. Есенина халалланă литература каçĕсем кашнийĕ илĕртỹллĕ пулмалла. Мероприятисене ирттересси вара А. Мулюкова, О. Табакова, Р. Ямалетдинова, И. Козлова вĕрентекенсем çинче тăрать.
Чăвашра вара 2015 çула К. Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Ку енĕпе тивĕçлĕ мероприятисем ирттерме М. Табаковапа В. Яковлева учительсем явăçаççĕ.
Стендсем хатĕрлес ĕçсенче библиотекарь та пулăшать. Класс ертỹçисем те пĕринчен те ỹксе юлмаççĕ. Литература çулталăкĕн алăкне яри уçнăран, истори страницине çырăнса юлма май паракан мероприятисем ирттермелли сахал мар. Вĕсене шкул, район, республика шайĕ таранах хутшăнса палăрасса шанасах килет.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)