Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРАТУ ВĂЛ çУККĂ ТЕТĕР-И?

12 ноября 2014 г.

 Çак ятпа иртрĕ Туçари вăтам шкулта вуннăмĕш класра вĕренекенсен уяв каçĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Табакова ертсе пычĕ. Вăлах çамрăксене юратăва хаклама, упрама пĕлмелли тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Ваттисен сăмахĕсем те вырăнлă пулчĕç.

Малалла яшсемпе хĕрсем юратăва халалланă сăвăсем вуларĕç, В.Туркай, М. Карягина, Л. Мартьянова тата ытти сăвăçсен çак таса та ырă туйăма халаллакан йĕркисене шăрантарчĕç. Вĕсене вуланă чухне пỹлĕмре сарă, кĕрен, хĕрлĕ çулçăсем вĕлтĕртетрĕç, тĕттĕм карăпа хупнă пỹлĕмре çурта çуталчĕ...

Юрату... Çак таса туйăма нихçан та ан парăр шанма... Юрату çинчен мĕн чухлĕ сăвă шăрçаламан-ши сăвăçсем, юрату çинчен мĕн чухлĕ юрă кĕвĕлемен-ши композиторсем, юрату çинчен мĕн чухлĕ юрă юрламаççĕ-ши пирĕн юрăçсем. Чăнах та чуна пырса тивмелле сăвăсем, юрăсем... Çамрăксем çак илемлĕ сăвăсене чунтан вулани уйрăмах савăнтарчĕ. Шкулта секретарьте тăрăшакан Н.Осипова тата ял библиотекарĕ А. Кузнецова хăйсен яшлăхне аса илчĕç, пурнăçа юратма, савма вĕрентекен сăвăсем вуларĕç. Ачасемпе пĕрле илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.

"Юратăва ан сутăр, ан çухатăр,

Тирпейлĕ упрăр ун çул-йĕрне.

Паян юратнă пек ыран юратăр,

Юратăр çĕр çултан та пĕр-пĕрне",

_ пĕтĕмлетрĕ М.Табакова вĕрентекен юратăва халалланă уява.

А. МАЛЬЦЕВА, ял библиотекарĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика