12 ноября 2014 г.
Туçара пурăнакан Галина Мулюкован тĕррисем куçа шартараççĕ, кăмăла уçаççĕ, савăнăç кỹреççĕ. Тутăр, саппун, минтер пичĕ, ал шăлли çинчи çеçкесем халь-халь хумханас пек. Чăваш тумне тăхăнтартнă пикесем вара алла илсе юратма ыйтнăн туйăнаççĕ. Алси-чăлхи ăшша тытаççĕ. Вăл çырнă сăвă йĕркисем чуна хускатаççĕ.
Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă Галя аппа Вăтаел ялĕнче кун çути курнă. Ашшĕ _ Василий Исаакович Леонтьев _ ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. Амăшĕ _ Ольга Пантелеймоновна _ мĕн ватăличченех колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Ултă ачи сывă та тутă ỹсчĕр тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Галя вара мĕн ачаранах сăвва-юрра килĕштернĕ, шкулти пур мероприятине те хастар хутшăннă, ялсем тăрăх спектакльсем лартса çỹренĕ. Шкул хыççăн алла ветеринари профессине илнĕ.
Вăр-вар та пултаруллă хĕре кỹршĕ ял каччи Геннадий Мулюков куçланă. 1975 çулхине икĕ юратакан чĕре пĕрлешнĕ. Галя сысна фермин заведующийĕнче ĕçлеме пуçланă. Тăрăшулăхне кура ăна пĕрре мар ял, район пухăвĕн депутатне суйланă.
1990 çулта Галина Васильевна "Сар хĕвел" ача садне ĕçлеме вырнаçнă. Нихăçан та алă усса ларман вăл. Çыхнă, тĕрленĕ. Хĕрĕ Алина шкулта вĕтĕ шăрçа кружокне çỹреме пуçласан Мулюковсем йăлтах канăçне çухатнă. Тĕпренчĕкĕпе амăшĕ пуканесене чăвашла тумлантарнă. Шакмаклă кĕпе, тĕрĕллĕ саппун, вĕтĕ шăрçаран ăсталанă тухьяпа, мăй çыххипе пуканесем чăн-чăн чиперккене çаврăннă. Капăрскерсене район администрацийĕ килекен хăнасене парне кỹнĕ.
Çын пурнăçĕ ытларах ĕçре иртет. Ырă кăмăллă ĕçтешĕсемех Галя аппана йывăр çухатăва тỹссе ирттерме пулăшрĕç. Чире пула мăшăрĕ çут тĕнчерен ытла та ир уйрăлчĕ. Çук, пуçне усмарĕ хĕрарăм. Чăтрĕ, тỹсрĕ, чун ыратăвне хут çине куçарчĕ. Сăвă хыççăн сăвă шăрçаларĕ. Вĕсем кĕнекелĕх те пуçтарăнчĕç. "Мăшăрăма" ятпа кун çути курчĕ ал çырăвĕ. "Кашни çын _ хăй пĕр тĕнче" кĕнеке презентацине халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Шкул ачисем Галина Васильевна сăввисене пĕрин хыççăн теприне вуларĕç. Культура ĕçченĕсем унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç. Ĕçтешĕсем, тăванĕсем автор ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç.
Тивĕçлĕ канура халĕ Г. Мулюкова. Тĕрĕ-çĕвĕпе аппаланма та, сăвăсем çырма та пăрахмасть. Чун-чĕререн шăранса тухаканскерсем ăна пурăнма хавхалантараççĕ. Шалтан тапса тăракан асамлă вăй йĕрке хыççăн йĕрке шăрçалама хистет. Тен çав сăвăсемех ăна паянхи кун шакăлтатса пурăнма ăнланакан çынна парнелерĕç. Халĕ вĕсем Каçал тăрăхĕнчи Çĕрпỹел ялĕнчи Владимир Иванович Трофимовпа шакăлтатса пурăнаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хĕрне мăшăрлантарчĕç.
Пуласлăха, çутă ĕмĕтсем пурнăçланасса кĕтекен сăвăсем çырнă тетрадьсем Г. Мулюкован хулăнлансах пыраççĕ. Районти сăвă-калав хайлакансен "Мехел" клубĕн хастарĕн хамăрпа юнашар пурăнакансене халалланă йĕркисем кунран-кун хушăнаççĕ. Нумаях пулмасть вара Галина Васильевнан тепĕр кĕнеки кун çути курчĕ. Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографинче "Мĕн кирлĕ-ши чĕреме?" ятпа пичетленчĕ вăл. Йăлтăркка хуплашкаллăскертен пирĕн çине чăваш тумне тăхăннă сăпайлă хĕрарăм тинкерет. Вулакана кĕнекери ăшă туйăмлă та тарăн шухăшлă йĕркесемпе паллашма сĕнет. Телейлĕ ачалăх, çут çанталăк илемĕ, телейпе юрату, çемьери килĕшỹ, ăнлану... Пурте пур вĕсенче.
А. КУЗНЕЦОВА, библиотекарь
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)