01 ноября 2014 г.
ÇАК шухăшсене вăхăтĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи паллă поэт, Нăрваш Шăхаль чиперкки Раиса Сарпи каланăччĕ. Халĕ вара пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ йĕркене пирĕн юратнă тележурналистка, поэт, РФ писательсен тата журналистсен союзĕсен членĕ, тĕрлĕрен премисен лауреачĕ, пурте чăтăмсăррăн кĕтекен "Вырсарни ир" кăларăм авторĕпе çыхăнтарас килет. Чăваш поэзийĕпе литературине çиçĕмле хăвăртлăхпа вирхĕнсе кĕнĕ хисеплĕ ентешĕмĕр, Кивĕ Ахпỹрт хастарĕ Марина Карягина çак кунсенче 45 çул тултарчĕ. Ку таранччен вăл хăйĕн творчествăри пултарулăхĕпе, маçтăрлăхĕпе Чăваш Енте çеç мар, Раççейре те палăрчĕ. Сăмах ăстине малашнехи ĕçре тата пысăк çитĕнỹ тума, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплама ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)