29 октября 2014 г.
Кивĕ Ахпỹртре пурăнакан Геннадий Алексеевич Никитинăн кил картишне кĕрсен фермер хуçалăхне лекнĕнех туйăнать. Пĕр тĕлте хир сухалама тăватă касăллă акапуç тата çĕр кăпкалатма сỹре агрегачĕ ларать. Тепĕр çĕрте çĕр улми лартмалли тата кăлармалли механизмсем. Кунталлах тĕрлĕ груз турттарма икĕ прицеп, утçи косилки тата ворошилка. Лупас хыçĕнчех вĕсене кăкаракан икĕ трактор _ çỹллĕ те хăватлă, анчах кивĕрех "Беларусь" тата халăхра шап-шап тесе ят панă пĕчĕк çĕнĕ "Т-30". Питĕ хуралтăсенче, çумăр анман вырăнсенче _ пахча-çимĕç вăрлăхĕсене акмалли тата йăран çырмалли пĕчĕк йышши ял хуçалăх машинисем вырăн тупнă. Урамра _ унта-кунта çỹреме ватлăх енне сулăннă хура "Волга". Кирпĕч гаражра тата тепĕр "Атăл". Вăл, çамрăкрахскер, çутă тăхлан тĕс-лĕскер, çие мункун кĕпине тăхăнса Патăрьелне е тата аяккарах хуласене вĕçтермелли-мĕн...
Çак тем тĕрлĕ техникăран хăшне-пĕрне Геннадий Алексеевич хăй ăсталанă е улăштарса кăмăла каймалла тата ĕçре усă курма мелленĕ. Халь вăхăчĕ çапларах вĕт, кирек мĕнле ĕçе те алă вăйĕпе тăвассинчен пăрăнатпăр, пурте машинăна хускатма тăрăшатпăр. Çынтан ялан ыйтса çỹрейместĕн. Çавăнпа унăн пур япала та алă айĕнче _ кĕлмĕçленесси çук.
Кунпа та тĕлĕнсе пĕтерейместĕн-ха Никитинсем патĕнче. Ятарлă картара _ пĕр пĕчĕк сурăх кĕтĕвĕ _ 23 пуç хура тата сăркка кĕрĕклĕ сурăхсем. Вĕсен хушшинче хамăр енчи пĕр е ик путек тăвакан мăтьăр-мăтьăрсем кăна мар, харăсах виççĕ пăрлакан Раман ăрачĕллисем те пур. Самай яка вăкăра та вĕсен çывăхне шалча çапса кăкарнă. Лупас тăррине кĕмен апачĕ_ мăн утă ури_ те кунтах. Кăштах леререх _ пĕчĕк утар _ ылтăн хурт вĕллисем. Пăхаканнисен мĕнле кăна аллисем çитеççĕ!
Кил хуçипе унăн мăшăрĕ Липа (Олимпиада) аппа хĕрсех вăрăм авăрлă сениксемпе лутра прицеп çине çĕрсе хăмăрланнă тислĕке тиеççĕ.
_ Çанталăк типĕ тăнă чухне хире кăларас терĕмĕр,_ пĕр кана сывлăш çавăрса илнĕ май калаçаççĕ арăмĕпе упăшки. _ Пирĕн çĕрĕ хирте 12 гектара яхăнах та... Акса-лартса тăнипе кăна мар вĕт, ăна пăхмалла та. Тислĕк тăксан тикĕс шăтать,Турă памасан та тислĕк парать тесе ахальтен каламан ваттисем. Виççĕ хутларăмăр-ха. Каçчен çавăн чухлĕ тепре турттарасшăн...
2005 çулта Геннадий Никитин, маларах ялти "Урожай" колхозăн бригадирĕ, унтан агрономĕ пулнăскер, çемйине тивĕçекен 4 пай çĕре (5,48 гектар) коллективлă предприятирен уйăрса илсе тата аппăшсен çавăн чухлех лаптăкне хăй ячĕ çине çыртарса фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Алă вăйĕ çине шанса ĕçлесен, вăл пĕр плант çĕрĕ те нумай. Кунта вара унран тепĕр 40-50 хут пысăк ана! Техника "паркĕсĕр" нумай мала каяймăн. Вăт çавăнпа пĕ-чĕккĕн пухнă та маларах асăннă хатĕрсене Геннадий Алексеевич. Хăшне пысăк нухрат парса туяннă, хăшне çурма хакпа илнĕ. Хăшне килте пухнă терĕмĕр ав. Пĕрремĕш çул выльăх апачĕ хатĕрлеме курăксем кăна акнă. Унтан çĕр улми, пахча çимĕçĕсем çитĕнтерме пикеннĕ. Çум курăкпа кĕрешнĕ чухне е пуçтарса кĕртнĕ вăхăтсенче çемье çине кăна шанма çук. Çавăнпа ялти çынсене килĕшнĕ хакпа тара тытса ĕçлеттерме те тивнĕ.
_Халĕ эпĕ фермер мар ĕнтĕ,_ эп пирĕн халăхшăн çĕнĕ юхăм хастарĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тĕллев лартнине туйса калаçать ман пĕлĕш._ Виçĕ çул каялла хырçă-марçă, уйрăммăн илсен, пенси фончĕн налукĕ ỹссе кайсан, тытрăм та пăрахрăм уйрăм предприниматель тивĕçне пурнăçлама... Ун чухне пĕр эп кăна мар, нумай çын çак çул çине тăчĕ. Çавăнпа паян эп ахаль çĕр ĕçченĕ çеç.
Ирĕклĕ хресчен мăшăрĕпе кăçал 4,5 гектар çĕрулми лартса ỹстернĕ. Аллă сотăйне вара сухан вăрлăхне акнă. Унсăр Туçа енчи халăх лăпкă пурăнĕ-и вара! Паллах ĕнтĕ, пăртак-пăртак (20-шер сотăй) кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те.
Çу каçĕпе пуç çĕклемесĕр ĕçлессинчен те хăрамаççĕ ял çыннисем. Кайран, пуçтарса кĕртнĕ хыççăн, таварне вырнаçтарасси пăшăрхантарать. Кăçал, акă, çанталăк çăвĕпех типĕ тăчĕ те, тухăç та пысăк мар. Тивĕçтерекен хакпа сутма çав-çавах хĕн. Пилĕк авнине кура тупăшне те курас килет-çке çыннăн. "Аран-аран 30 тонна улма ăсатма пултартăм", _ тет кун пирки калаçса кайсан Геннадий Алексеевич. Çапах та куншăн ытла кулянса лармасть вăл. Утмăл ултă çул пурăнса темлине те курнă. Хăш-пĕр çимĕçе вĕсем путвала е ятарлă управ вырăна хунă. Вăрлăхсем çуркунне аванах каяканччĕ-ха, укçи-тенки те чиперех кĕрекенччĕ. "Хамăрăн хамăра çитет. Сĕтел çийĕ çăкăр-тăвартан татăлса курман. Чей-сахăрлăх та пур. Ачасене ура çине тăма пулăшмалла ĕнтĕ, пĕр çавăншăн пурăнатпăр. Вĕсем вара пирĕн пиллĕкĕн тан _ тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Самани кăна лайăх тăтăр, Украинри пек вăрçă-харçă кăна ан çиттĕр тăван çĕр çине",_ шăкăлтатаççĕ Никитинсем.
Пуç таймалăх пур çак çынсен умĕнче. Çапла мар-и?
Н. ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)