Тойсинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫТАРАЙМИ ТĕЛ ПУЛУ

11 октября 2014 г.

Ват çын... Çамрăк чухне _ чунра юн вĕренĕ чухне _ паллах, эпир ватлăх сăмахăн пĕлтерĕшне чухламастпăр. Яланах чупса, вĕçсе, утса çỹрессĕн туйăнать. Анчах çулĕсем шултăраланса пынă майăн хура çỹçсем кĕмĕлленме пуçлаççĕ, питсем çинче пĕркеленчĕксем палăраççĕ, куçсем тĕтреллĕ кăтартаççĕ. Урасем тата, урасем... Темшĕн ĕлĕкхи пек васкаса утасшăн мар.

Тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă аслă ăрури çынсем пухăнчĕç Туçари вăтам шкулта йĕркеленĕ уява. Хальхинче вĕсене В.Свинцов вĕрентекен ертсе пыракан космонавтика кружокне çỹрекен ачасем хăйсем ăсталанă çип çĕленсемпе паллаштарчĕç. Тỹпенелле пĕрин хыççăн тепри хăпараканскерсене ватăсем тĕлĕнсе сăнарĕç.

Ыйтмасăрах пире туртать-çке ватлăх,

Ăна эсир куллен сисетĕр-ши?

Епле аван _ ăшра пулсан хаваслăх,

Епле аван пулсан чĕре ăшши!

Чуна хумхантаракан çак йĕркесемпе пуçланчĕ аслă ăрури çынсене халалланă уяв. Тахçан пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек ĕçленĕскерсем, паян самаях пĕкĕрĕлнĕ. "ООО Тойсинская" агрофирма ертỹçи Г. Рубцов хуçалăха тĕреклетме пулăшнă маттур та правур ватăсене малашне те сывлăхпа пурăнма ăнăçу сунчĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те хуçалăх ĕçне хастар хутшăнакан пенсионерсене ырларĕ, пурне те канлĕ ватлăх сунчĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин кĕскен районти лару-тăрупа паллаштарчĕ, паянхи кун тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем валли мĕнлерех çăмăллăхсем пуррине тата вĕсене ĕçе кĕртессипе тимленине каларĕ.

"Туçа енре пурăнакансем яланах пултаруллă, ĕçчен пулнă, халĕ те çаплах. Ватăсем тесе алă усса лармаççĕ, ял тăрăхĕн ĕçне те хастар хутшăнаççĕ", _ терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин.

Ял пурнăçне аталантарса пырассишĕн хыпса çунакан хастар, ял старости А. Салмина хăй те тивĕçлĕ канура, уява пухăннисене сывлăх сунса: "Тепĕр çул та çак йышпах пухăнасчĕ", _ терĕ.

В. Салмин ветеран тивĕçлĕ канурисемпе пĕрле "Вĕç, вĕç куккук" юрра шăрантарчĕ.

Шăкăл-шăкăл калаçрĕç ватăсем, çамрăклăха аса илчĕç, çаврăм хыççăн çаврăм юрă юрларĕç, ташă картине тăчĕç. Уяв сĕмне кĕртме Туçари вăтам шкулта вĕренекенсем, ватăсен мăнукĕсем те пулăшрĕç. А. Табаковпа П. Кузнецов, И. Захаровапа А. Герасимова, А. Жукова, кунта ĕçлекен Н.Осипова шăрантарнă юрăсене тимлĕн итлерĕç. П. Кузнецов Г. Айхин "Анне" сăввине вуланă чухне куççулленмесĕр чăтаймарĕç.

А. КУЗНЕЦОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429358 Чувашская Республика Батыревский район с.Тойси, ул.Учительская,д.10
Телефон: 8(83532) 69-037
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика